Комсомольский муниципальный округ

ВУТ-КĂВАРТАН СЫХЛАНĂР

Иртнĕ çул районта 27 пушар пулнă. Унта 540 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан пушар 11 процент сахалрах тухнине каламалла. 2005 çулта районта 34 хутчен вут-çулăм алхаснă. 2006 çулта Комсомольски, Александровка, Хирти Сĕнтĕр, Тукай, Шурут ял поселенийĕсенче, автоçул çинче 3-шер пушар пулнă. 20 пушар çынсем пурăнакан кил-çуртра тухнă, пысăк сиен кỹнĕ. Вут-кăвар сăлтавĕсем мĕнре-ха? Ытларах электрооборудовани юсавсăрлăхне пула пурлăх çунса кĕлленнĕ. 15 пушар çак сăлтавпа сиксе тухнă. Электричествăпа ĕçлекен приборсемпе тĕрĕс мар усă курнипе те 3 пушар тухнă. Кăмакасем те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вут-çулăмпа асăрханусăр пулни - пушар тухнин тĕп сăлтавĕ. Тех- ника юсавсăрри, çутçанталăк пулăмĕ те (аслати) тата ытти те инкек патне илсе çите рет. Вут-çулăмăн алли вăрăм, вăл йăлтах тĕп тăвать. Пушар хăрушсăрлăх правилисене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Асăрхануллă пулăр.



"Каçал Ен"
24 января 2007
00:00
Поделиться