Комсомольский муниципальный округ

ÇĔНĔ МАРШРУТ УÇĂЛЧĔ

Иртнĕ çул вĕçĕнче Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакансемшĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Ноябрь уйăхĕнче Комсомольскине тỹртен хывнă асфальтлă çул хута кайрĕ. Кăçал вара - тепĕр ырă пулăм. Февралĕн 2-мĕшĕнче Канаш-Тăманлă Выçли маршрутпа автобус çỹреме пуçларĕ. Вăл Комсомольскинчен ирхине 7 сехетре тухать. Ун хыççăнхи рейссем 13.00 тата 17.10 сехетсенче пулаççĕ. Ку рейса уçни çулçỹреве хăвăртлатать, укçа-тенкĕне те перекетлеме май парать. Комсомольскинчен килнĕ вăхăтра автобус Вăрманхĕрри Чурачăк ялне те кĕрсе тухать. Çавăнпа вăл ял çыннисемшĕн те паха. Пĕрремĕш рейса тăманлăвыçлисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Культура ĕçченĕсемпе ял халăхĕ автобусшăн чăннипех хĕпĕртенине юрă-ташăпа палăртрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне К.С.Мифтахутдинова, район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне В.И.Кириллова, район пуçлăхне Г.Ф.Волкова тата яла автобус çỹремелли тăвас енĕпе тăрăшнă ытти çынсене чĕререн тав турĕç. Ял çыннисене çак паллă пулăм ячĕпе "Шурăмпуç" фольклор ансамблĕ, С.Печникова юрăç саламларĕç. Маршрут уçăлнă. Анчах та халăх çỹремесен, билет сутăнмасан вăл хупăнас хăрушлăх та пур. Çавăнпа та кашнин çул çине тухнă май çакна шута илмелле.



"Каçал Ен"
07 февраля 2007
00:00
Поделиться