КОМИССИН ЧЕРЕТЛĔ ЛАРĂВĔНЧЕ
Январĕн 31-мĕшĕнче районти административлă комисси хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнчен килнĕ вунă материалран саккăрăшне пăхса тухрĕ. Йĕркене административлă майпа пăснисенчен иккĕшĕ комисси ларăвне килме кăмăл туман. Мĕнех, тепĕр ларура хăлăхсăрсен яваплăхне çирĕпрех тытма тивет, штрафĕ ытларах пулĕ. Хальхи ларура çемье харкашуçисем пирки хатĕрленĕ материалсем ытларах пулчĕç. Акă, Киров поселокĕнче пурăнакан С.Н.Красновăн мăшăрĕпе час-часах хирĕçỹ пуçласси йăлана кĕнĕ. Кĕвĕçỹ тарăхăвĕ ярса илнĕ иккен ăна. Хĕрĕ университетра вĕренет, ывăлĕ çар службинче тăрать. Çавăнпах та пулĕ комисси членĕсем Сергей Краснова штрафне пысăк памарĕç, 100 тенкĕпе анчах хăтăлчĕ хальхинче вăл. А.Н.Юрьев Комсомольскине Пенза облаçĕнчен куçса килнĕ. Инвалид пулнă май, ниçтах та ĕçлемест. Хĕрĕх урлă каçнă арçын кăштах пырне çуттипе йĕпетсен çемьере харкашу пуçлать. Ывăлĕпе те чăркăшать, мăшăрне те кỹрентерет. Унăн та район бюджетне штраф хывма тивет. Çавăн пеккисене комиссие Асанкассинчен икĕ çынна чĕннĕ. Пĕри - Г.В.Емельянов. Çут тĕнчене килнĕренпе çур ĕмĕр çитнине паллă тăвать кăçал. Анчах мăшăрĕпе тăтăшах хирĕçес йăлине пăрахаймасть. 200 тенкĕ штраф пани лăплантарĕ-ши тесе йышăну турĕç комисси членĕсем. Тепри - Н.К.Козлов. Çак çемье пуçлăхĕ те аллă çула çывхарса пырать. Ун пирки вара комиссие икĕ материал килнĕ. Пĕрне милици сотрудникĕсем иртнĕ çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче, тепĕрне кăçал январĕн 7-мĕшĕнче çырнă. Тĕлĕнмелли татах та пур, Козловсен çемйинче ултă ача, тăватă хĕр те икĕ ывăл çитĕнеççĕ. Икĕ хĕрĕ çемье те çавăрнă. Анчах Козловăн патшалăх кассине 300 тенкĕлĕх штраф хывмалла. Тутар Эльпуçĕнче пурăнакан Д.Р.Баталовăн вара амăшне кỹрентернĕшĕн, ним сăлтавсăр хирĕçỹ-чăркăшу пуçланăшăн çемье тупăшĕнчен 400 тенкĕ катма тивет. Урмаелĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Кайнлăкра пурăнакан В.С.Абеев та çемьери килĕшĕ-ве тăтăшах пăсса тăмасан хăйне апат çимен пекех туять. Хĕрĕхри вăйпитти арçын ĕçлемест, мăшăрĕпе хирĕçме вара çав тери пултаруллă. Унăн та район бюджетне 400 тенкĕ штраф хывмалла. Районти шалти ĕçсен па-йĕнчен Урмаелĕнчи И.А.Калаков административлă Кодексăн 10-мĕш статйине пăсни пирки комиссие материал килнĕ. Çак статья ялти, урамри, кил-çурт таврашĕнчи тирпей-илеме пăснишĕн явап тыттарасси çинчен калать. Калаковсен çурчĕ умĕнче вĕрлĕксем сапаланса выртнă, килти тасамарлăха (апат юлашкисене) та урама кăларса тăкаççĕ иккен. Милици сотрудникĕсем протокол çырса кайнă хыççăн урамра (кил умĕнче) йĕрке туни çинчен пĕлтерни кăна Калакова пысăк штрафран хăтарса хăварчĕ, комисси ăна 200 тенкĕ штраф тỹлеттерме йышăну турĕ. Комиссине килнĕ материалсене вăхăтра пăхса тухса тивĕçлĕ решени йышăнмалла. Ку енĕпе вăл хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласа пырать. Анчах та йĕркене административлă майпа пăсакансен йышĕ район территорийĕнче сахалрах пулсан е пачах пулмасан камшăн япăх пулĕ-ха. Çирĕп йĕрке хамăршăнах вĕт.