Комсомольский муниципальный округ

ỸСĔМСЕМ ПУР, АНЧАХ ЛĂПЛАНМАЛЛА МАР

Çулталăк вĕçленсен, кăтартусене пĕтĕмлетсен ял хуçалăх предприятийĕсем отчетлă пухусем ирттереççĕ. Унта калаçмалли, сỹтсе явмалли чылай. Малашнехи тĕллевсене те палăртаççĕ. "Восток" ял хуçалăх кооперативĕ 2006 çула япăх мар вĕçленĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăх 6 миллион тенкĕ ытла таса тупăш илнĕ. Ку районта "Слава картофелю" агрофирма" ООО хыççăн иккĕмĕш кăтарту. Пурĕ кооператив 17 миллион ытла тенкĕлĕх продукци туса илсе сутнă. Кунта выльăх-чĕрлĕх енĕпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Сĕт тата аш-какай 2-шер миллион тенкĕлĕх услам панă. Çакă выльăхсен продуктивлăхĕнчен, ỹт хушаслăх лайăх пулнинчен килнĕ. Иртнĕ çул кооператив усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 56 центнер аш-какай, 523 центнер сĕт туса илнĕ. Ку кăтартусем районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах. Ĕнесем çулталăкра кашни вăтамран 5244 килограмм сĕт антарнă. Сĕтĕн 77 проценчĕ пысăк сортпа сутăннă. Ют çĕршывра туса кăларнă сĕт оборудованийĕ ку продукцин пахалăхне лайăхлатма май панă. Выльăхсен йышĕ те ỹснĕ. - Анчах та уй-хир отраслĕпе пирĕн лайăхрах ĕçлемелле. Тырă, çĕрулми тухăçĕсем хальлĕхе тивĕçтермеççĕ-ха. Кунта специалистсемпе пĕрлех механизаторсен те тăрăшуллăрах пулмалла,- палăртрĕ кооператив председателĕ В.Г.Михеев докладра. Пухура хăшпĕр вырăнсенче ĕç вăйĕ çитменни çинчен те калаçу пулчĕ. Механизаторсем ватăлса пыраççĕ, вĕсен вырăнне килекен çамрăксем çукпа пĕрех. Кооператив пурлăх никĕсне те çĕнетсе пыма тăрăшать. Иртнĕ çул К-700 трактор, "Дон-1500" комбайн, комбикорм хатĕрлемелли агрегат, плуг тата ытти техникăсем туяннă. Çĕр пулăхлăхне ỹстерес тĕлĕшпе тислĕкпе ĕçлемеллине те çи-рĕплетрĕ председатель. Хуçалăхра ĕç укçине вăхăтра тỹлесе пыраççĕ. Ăна май килнĕ таран ỹстерме тăрăшаççĕ. Кооперативри кашни тĕп специалистах тухса калаçрĕ, хăйсене хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕç, халăхпа сỹтсе яврĕç. Пуху ĕçне район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов хутшăнчĕ, сăмах илчĕ. Вăл "Восток" кооператив пĕлтĕр лайăх ĕçлесе пынине палăртнă май татах та кăтартусене пысăклатма усă курман çăлкуçсем пуррине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Çĕрулми, тĕштырă тухăçне ỹстермелле, ăратлă выльăх енĕпе тăрăшмалла... Ĕçлекенсем правлени ĕçне "лайăх" хак пачĕç. Малалла наблюдательный совет (ревкомисси) отчетне итлерĕç, пĕрлехи коллективлă договор йышăнчĕç. Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н. Воробьев тĕрлĕ ыйту хускатрĕ. Хуçалăхран тивĕçлĕ канăва кайнисене савăнăçлă лару-тăрура чысласси йăлана кĕнĕ. Пенсионерсене В.Михеев парнесем пачĕ. Пухăвĕ иртсе кайрĕ-ха. Унта мĕн калаçнине кăçал шута илсе ĕçлемелле. Ĕçлекенсене Шупашкартан килнĕ артистсем юрă-ташă парнелерĕç. 



"Каçал Ен"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться