Комсомольский муниципальный округ

Çĕнĕлĕхпе тус пулсан - ĕçре ăнăçлăх тупан

Пĕр вунă çула яхăн каяллах пулнăччĕ ку. Комсомольски районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе калаçса ларатпăр. Çав вăхăтра радиопа Каçалсемшĕн  савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕç: «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕ производство кăтартăвĕсемпе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă, хаклă парнене тата диплома тивĕçнĕ…» Ертÿçĕн сăнĕ йăлтăрах çуталчĕ. Эпĕ ăна ăшшăн саламласа алă тытрăм. Анчах тепĕр самантран маншăн кĕтменлĕх пулни çинчен пĕлтертĕм. 

-          Мĕншĕн? – ыйтуллăн пăхрĕ  пуçлăх.

-          Ара,  кун йышши предприятисем пурте тенĕ пекех панкрута тухас патне çитрĕç те: Елчĕкри те, Шăмăршăри те…

-          Пирĕннисем çăлăнăç çулне  тупма пĕлчĕç, çирĕппĕн те ĕнентерÿллĕн каларĕ  ертÿçĕ.

В.А.Герасимов Аслă Чурачăкра çуралнă.  Вăтам шкул хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче, унтан Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, инженер-механик специальноçне алла илнĕ.  Çавăнтанпа вара паян кунчченех (хĕрĕх çула яхăн Сельхозтехникăра» вăй хурать.  Вăл пуçаруллă,  анлă тавра курăмлă пулнине çийĕнчех асăрханă. Диплом илнĕ хыççăнах инженер-технолог вырăнне лартнă. Унтан юсав мастерскойĕн заведующийĕ, ял хуçалăх  техникине пăхса тăракан служба ертÿçи, директор çумĕ… 

 

-                      Паллах, пирĕншĕн те çамăл пулмарĕ пурне те тĕплĕн шутласа тытăнман реформăсен пуçламăшĕнче, - темиçе çул каяллахи кăткăс вăхăта аса илет «Комсомольская СХТ» ертÿçин экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, каярахпа предприяти никесĕ çинче йĕркеленĕ акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ В.А.Герасимов.  – Куç хупса иличчен тенĕ пек  хуçалăх предприятийĕсемпе тахçантанпа тытнă çыхăнусем  татăлчĕç.  Техникăна юсама кÿрсе паракансем те, саппас пайсемпе узелсем туянакансем те таçта кайса кĕчĕç. Никамăн та укçа çук. Вексельсемпе, ытти хаклă хутпа пĕр-пĕринпе татăлам пек туса мĕн чухлĕ нушаланман-ши? Тепĕр чухне пĕр-пĕрне чике тăршшĕ лартнисем пулнă. Анчах пирĕн рабочисем чăтăмлăрах, тÿсĕмлĕрех пулчĕç, предприятие тата производствăна  сыхласа хавармалли майсем шырарĕç.

  Эпĕ çав çулсенче предприятие  çăлса хăварас, йышлă коллектива саланма парас мар тесе чунне парса тăрăшнă, пурне те пĕр чăмăра пĕрлештерсе çĕнлĕхе шанса пăхма хистеме пĕлнĕ, хăюллă та пултаруллă, пысăк ĕмĕтлĕ Н.Н.Маликов (ман умĕнхи директор) пултарулăхĕнчен тĕлĕнеттĕм.  Вăл, чăннипе илсен, рабочисемшĕн те, маншăн та чăн-чăн йĕркелÿçĕ тата ăстаран та ăста ертÿçĕ пулса юлчĕ.

-    Икĕ çул «Комсомольский» совхозра тĕп инженерта ĕçленисĕр пуçне пĕтĕм пурнăç çакăнта иртрĕ, - хушса хучĕ Василий Абрамович.

    Вăл хăй пуçарнипе тата коллектив тăрăшнипе «Сельхозтехника» палламалла мар çĕнелсе улшăннă.

 

-          Мĕн илĕртнĕ вара ютсене сирĕн пата, тепĕр чухне çĕр-çĕр çухрăма таранччен килсе çÿреме? – тепĕр ыйту патăм ертÿçе.

 

- Чи малтанах – пирĕн специалистсемпе рабочисем пурнăçланă ĕçĕн пахалăхĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи  «Волна» колхоз инженерĕ Курамшин каланă сăмахсене паян та ас тăватăп. «Сирĕн патран улăштарса кайнă двигателе вырнаçтарнă трактор çу каçичченех  сехет пек ĕçлерĕ…»

  Юсав мастерскойĕ ырă тĕслĕхлĕ. Тĕпрен илсен,  Д-144, СМД-60 тата 62 е Д-240 текеннисене çĕнĕ пурнăç панă.  Анчах  юлашки çулсенче ассортимент  чылай анлăланчĕ. Рабочисемпе инжененрсем çĕнетÿ çулсенче кăна çĕнĕрен  пилĕк йышши  двигателе юсама тытăнчĕç.  Халĕ вĕсем, чăннипе илсен, кирек мĕнле  таркторпа автомобиль моторне те чĕртсе тăратма пултараççĕ.  Çакна тума мастерскоя вырăнтах тĕп узелсемпе саппас пайсене тĕпрен юсама – реставраци тума хăнăхни  пулăшать.  Калăпăр, унччен хăватлă тракторсен топливо аппаратурине юсама иккĕленĕ. Ăна пĕр вăхăт Елчĕкре  тата унти «Прогресс» АПра ĕçе кĕртме тытăннăччĕ.  Пирĕн специалистсем вара кĕске вăхăтрах хамăр патăрта юсама вĕренсе çитрĕç.  Ку енĕпе Василий Лаврушкин слесарь уйрăмах пысăк ăсталăх кăтартать.  Моторсем юсакан Илья Кондратьев слесарь, коленвалсене çĕнетекен Владимир Замков пирки те çавнах каламалла. 

-                      Район ертÿçисем сирĕн предприятире ытти çĕнĕлĕх те нумай пулни çинчен пĕлтерчĕç.

 

- Унсăрăн епле пултăр-ха? Паянхи саманара, предприятисен хушшинчи тупăшу вăйланса пынă тапхăрта, мĕн тунипе лăпланма, кивĕлле ĕçлеме май çук. Акă, хăш-пĕр фермер е уйрăм предпринимательсем çĕмĕрĕлнĕ тракторне тĕпрен юсаса пама ыйтаççĕ.  Эпир ăна кĕске вăхăтрах ĕçе юрăхлă туса паратпăр. Çийĕнчен тата çулталăкран кая мар йĕркеллĕ ĕçлессе шанатпăр.  Шăпах çакă, шанчăклă юсав  тата пахалăх илĕртет те клиентсене пирĕн пата килме.

   Эпир тракторсен уйрам узелĕсемпе агрегачĕсене те, кайри кĕперĕсене те (задний мост тетпĕр ăна), гидроусилительсемпе ытти хатĕрне те юсаса паратпăр. Çĕнĕ саппас пайсем те сутатпăр.

  Тепĕр çĕнĕлĕх çинчен уйрăммăн чарăнса тăрас килет.  Вăл – кислород станцине хута яни. Ĕлĕкрех республикăн кăнтăр районĕсем кислорода – питĕ кирлĕ япалана (темиçе баллон пулсан та) çĕр-çĕр çухрăмран кÿрсе  килнĕ. Халĕ ăна хамăр туртттарса потребительсене сутатпăр.  Кунта участок инженерĕ Ченекан тата баллон тултаракан Николай Шеверов пуçарулăх кăтартаççĕ.  Вĕсен тăрăшулăхĕ сывлăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсене  те савăнăç  кÿрет.  Чирлĕ çынна операци  тунă е ытти кăткăс вăхăтра  кислород пурнăç çăлăнăçĕ пулни  пуриншĕн те паллă. Станци пулăшăвĕпе кăнтăрти районсенчи ытти предприятипе учреждени те (çав шутра Тутарстана кĕрекен районсенче те) усă кураççĕ.

  Линипе монтаж участокĕн ĕçĕ те курăмлă.  Ĕлĕкрех ку участок фермăсенчен ытларах саккас йышăнатчĕ: витери механизаци ĕçĕсем, сĕт пăрăхĕсемпе  сăвакан установкăсем  тата ытти те.  Анчах вĕсен калăпăшĕ  юлашки вăхăтра чакрĕ.  Ун вырăнне пирĕн ылтăн алăллă рабочисем сантехника ĕçĕсем тăвассине алла илчĕç.

Уйрăм саккассене, тĕрĕссипе илсен, мĕн пур участок пурнăçлать. Мунча кăмаки, тырă е ытти япала хумалли лар, турчăка е хапха тăпси таранах ăсталаса паратпăр.

  Юлашки çулсенче районти 12 шкула газ хуранĕсем вырнаçтарса, ăшă системине çĕнетсе  панă. Нумай пулмасть Хирти Явăшри шкулпа ача сачĕн ăшă системи кĕтмен çĕртен юрăхсăра тухрĕ. Ăна пирĕн ăстасем çийĕнчех тĕп юсав туса тата çĕнетсе пачĕç. Хамăрăн хăватлă котельнăй район центрĕнчи нумай çуртпа хваттере ăшă шыв парса тăрать. Çакăнта производствăпа коммерци фирмин (ертÿçи Николай Морозов) тÿпи пысăк. Автобаза, лавкка, техника снабженийĕн служби  халăха  пулăшу парассипе  лайăх ĕçлеççĕ.

  Хальтерех кăна йĕркеленĕ  çĕнĕ юлташлăх  - «Нива» пирки те (ăна Н.М.Перьев ертсе пырать) палăртас  килет. Вăл çĕр ĕçĕпе пуçару турĕ.

-          Рабочисемпе тĕл пулнă вăхăтра чылайăшĕ çывăх вăхăтра сирĕн çуралнă кун иккенне систерчĕç…

-                      Мĕн тăвăн, çулсем сисмесĕрех иртеççĕ. Ултă теçетке пуçтарса пыратăп.

-                      Сире менелник ячĕпе ăшшăн саламлатпăр,  ырă сывлăх, çемьере тăнăçлăх  тата  телей сунатпăр. 



"Хыпар"
14 февраля 2007
00:00
Поделиться