Комсомольский муниципальный округ

Чирлĕ тени пурнăçра ура ан хутăр

Пысăк çемье ассисĕр пулмасть тенĕ ваттисем. Патшалăх та, общество та вăл - çемье. Пысăкрах, нумай йышлăрах çеç. Унта сывлăхлă та тĕреклĕ çынсемпе пĕрлех уксах-чăлах та, ĕмĕрпе чир-чĕрпе нушаланакан та пайтах. Мĕн тăвăпăр - пурнăç чăнлăхĕ: телейсĕр кунашкал чунсем ĕлĕкех пулнă, халĕ те пур. Çывăх малашлăх та шăкăрин вăй питтиллĕ çынсемпе çеç пулассăн туйăнмасть. Калас сăмахăм хальхинче инвалид ачасем пирки пырать. Комсомольски районĕнчи социаллă хỹтлĕх пайĕнче пĕлтернĕ тăрăх вĕсен шучĕ Аслă Каçал тăрăхĕнче 120-рен те иртет. Паллă ĕнтĕ, пысăк пайĕ шкул çулĕнчисем, тантăшĕсемпе пĕрле ир тăрса пĕлỹ çуртне чупмаллискерсем, уроксем хыççăн çунашка туртса юр сăрт çинчен ярăнмаллискерсем. Шел те, çамрăклăха çапларах ирттерме Турă пỹрмен çак ачасене. Пĕрисем чирпех çут тĕнчене килнĕ, теприсен ал-ури йĕркеллĕ хускалмасть, виççĕмĕшсем ăс-тăн енĕпе кая юлни паллă. Чир-чĕрĕ нумай этем валли. Медицина çеç пĕрреллĕ хисепре, тупаймасть сыватмалли майне-шывне. Пурнăç сулăнчăкĕнче юлаççĕ вара: ыттисенчен катăкрах туйса ютшăнма тытăнаççĕ, вĕренỹре ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Каярахпа пĕр-пĕр професси тупас шанчăк та сỹнет. Чăнлăха пытарма кирлĕ мар: кун пек тĕслĕх чылай илсе кăтартма пулать. Юрать-ха, юлашки çулсенче патшалăх инвалидсене çăмăллăх кỹме тытăнчĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем те йывăр шăпаллă çынсен кун-çулне чĕрене тивмелле сăнлаççĕ. Хăйсем те сывлăхлă çынсемпе тан ăмăрту ирттереççĕ, концерт кăтартаççĕ т.ыт.те. - Чирлĕ ачасем хăйсене ыттисенчен катăк ан туйччăр тесе эпир те сахал мар тăрăшатпăр, - тет калаçăва хутшăнса Комсомольскинчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ А.Терентьев. - Сăмахран 17 ачана уйрăм майпа вĕрентетпĕр. Вĕсене сывлăхĕ япăххине пула медицина комиссийĕсем шкула çỹреме чарнă. Апла пулин те хăйсене айккинче туймаççĕ, çителĕклĕ таран пĕлỹ илеççĕ. Шкулта унчченрех килте тата уйрăмран вĕренекен йышлă пулман, 3-4 ачаран иртмен. Хăш чухне улттă-çиччĕ пулнине ас тăваççĕ. Халĕ, ав, пĕчĕк ялта ăс пухакансенех шучĕ çитет. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Директор шухăшĕпе, ачасен сывлăхĕ çуллен хавшаса пырать, чир-чĕр пусмăрлать. Ирĕксĕрех тухтăрсен шкула çỹресе вĕренессине чарма, уйрăммăн ларса пĕлỹ памалли йĕрки çине куçарма ыйтма тивет. Паллă: чирлĕ ачасене нумай программăпа "тиейместĕн". Сăмахран, пуçламăш классенче вĕренекенсемпе эрнере 22 сехет урок ирттереççĕ. Килте вара вăл унăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ çеç е 8 сехет пуçтарăнать. Вăтам тата аслăрах классенче 10-12 сехете çитет, кунне пĕр е икĕ сехет тивет. Шеллесе вĕрентеççĕ тесен те тĕрĕс. Ачасен пĕр пайĕ патне учительсем килсене кайса çỹреççĕ. Теприсем вара вăхăтне калаçса татăлса вĕренекен патне шкула килсе каяççĕ. Директорăн кĕçĕн классемпе ĕçлекен çумĕ Антонина Николаевна Титова чирлĕ ачасенчен чылайăшĕ пĕлỹ патне ăнтăлнине, ăс пухасшăн тăрăшнипе палăртат. Акă, район центрĕнче пурăнакан Василий Саванин çакăн пек меслетпе тулли мар вăтам пĕлỹ программине алла илнĕ. Теприншĕн малалла вĕренме чарăнмалла та пек туйăнĕ. Вăл вара 10-мĕш класа куçма, аттестат илме тĕв тытнă. Учительсем те унпа кăмăллă: пуçĕ ыратнипе аптракан ачах компьютерпа туслă, шашка-шахматла выляс пултаруллă. Сăмах май, ку енĕпе инвалидсен хушшинче республикăри ăмăртусене те хутшăнать. Эльвира Морозова шăпи те интереслĕ. Пĕвер чирĕ аптратнипе çак хĕр малтанласа шкула утайман. Анчах ăна пăрахман, киле пырса вĕрентсе тăнă. Пиллĕкмĕш класранпа вăл тантăшĕсемпе пĕрлех шкула çỹрет. Ку çеç те мар, вĕсенчен нумай мала иртсе тĕрлĕ предметпа олимпиадăсенче призлă вырăнсене тухать. Кăçал шкул пĕтерекенскерĕн вĕренỹри пысăк çитĕнỹсемшĕн паракан медале тивĕçес шанăк та пур-мĕн. Асăннă шкул ертỹçисем çакăн пек тĕслĕхсем илсе кăтатрнине итлетĕн те учительсем кунта епле пархаталă ĕç тунине туятăн. Чирлĕ ачапа вĕрентỹ процесне йĕркелесси пачах урăхла ĕç тесен те юрать пулĕ. Шкултан пач айккинче тăракансем пĕчĕк класпа ĕçлеме лайăхрах, ачасене вара тарăн та нумай енлĕ пĕлỹ пама май пур тесе шутлаççĕ пулсан, педагогсем кун çине урăхла пăхаççĕ: йышлă ушкăна вĕрентме çăмăлрах та. Унта кăтартусем те лайăхрах пулаççĕ. Уйрăм ачапа килте куçран-куçа пăхса математика, истори, чĕлхепе литература наукисене аса илме хăнăхтарасси, унран маларах вулама, шутлама тата çырма вĕрентесси чул касассипе пĕрех. Паллах патшалăх чирлĕ ачасемпе уйрăммăн ĕçлекенсене6 ыттисемпе танлаштарсен, 20 процент хушса тỹлет-ха ĕнтĕ. Анчах ку çителĕксĕр тесен те тĕрĕс. - Чирлĕ ачасене вĕрентесси шкула хăш-пĕр чăрмав кỹрет пулин те - эпир уншăн пăшăрханмастпăр, - тет Анатолий Терентьев. - Такам та чирлеме пултарать. Чи кирли, ашшĕ-амăшĕ те, ача хăй те чирлĕ тесе хăйне айванлатни, ыттисенчен мĕскĕне хуни, вăтанса ютшăнни ан пултăр. Çакăн пек туйăм кашни çынрах вăранмалла. Чирлĕ çыннăн та чĕри чĕн мар вĕт-ха... Чылай çул вĕрентỹ тытăмĕнче вăй хуракан çак ертỹçĕн сăмахĕсем çумне мĕнех хушса калăн.



"Каçал Ен"
15 февраля 2007
00:00
Поделиться