ШАНСА, ХИСЕПЛЕСЕ СУЙЛАРĔÇ
"Урожай" колхозри отчетпа суйлав пухăвĕ, йăлана кĕнĕ пекех, тĕп специалистсен доклачĕсенчен пуçланчĕ. Малтанах В.Ф.Денисов тĕп агроном уй-хир отраслĕнче мĕнле ĕçлесе пыни пирки каласа пачĕ. Хуçалăх иртнĕ çул 1-2 класлă вăрлăхсем çеç акнă. Вĕсене имçамланă. Вăрлăхсем патĕнче вăй хунă çынсем пирки ырă сăмахсем каларĕ. Шăпах пулас тухăç вĕсен тăрăшулăхĕнчен килнĕ-çке. Кăçал акмалли тырă вăрлăхĕ те 100 проценчĕпех кондицие ларнă. Таса мар вăрлăх, шăтаслăх енĕпе тивĕçтерменнисем пулман. Уй-хир бригадинче ĕçлекенсем 34 пин ытла тонна сенаж хатĕрленĕ. Утă та çителĕклĕ янтăланă. Кашни гектартан тырă илес енĕпе те виçĕмçулхинчен кăтартусем ытларах. Агроном ĕçре хастар пулнисен хушамачĕсене те асăнчĕ. Çĕрулми тухăçĕ пирки сăмах хускатсан Василий Федорович тислĕкпе тĕплĕнрех ĕçлемелли пирки асăнчĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" уйĕсене органикăлла удобренисем кăларнă-ха. Малашне те ку енĕпе тăрăшасшăн. Хуçалăх уй-хир продукцине сутса 3 миллион ытла тенкĕ таса тупăш илнĕ. Колхоз çĕрулми енĕпе унăçлă ĕçлет. Кунта 130 гектар çинче "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтернĕ. Çапах агронома та, хуçалăхри ĕçченсене те унăн тухăçĕ тивĕçтермест. Удобренисемпе, тислĕксемпе ăнăçлă усă курсан кашни гектартан 200 ытларах центнер çеç мар, нумайрах та çитĕнтерме май пурри çинчен калаçу пулчĕ. Хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ П.И.Краснов выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем çинче чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул хуçалăхра сĕт туса илесси, аш-какай сутасси те ỹснĕ. "Ку енĕпе малалла та кăтартусене пысăклатма майсем пур",- терĕ вăл. Комбикорм хатĕрлекен оборудование хута яни продуктивлăх çине пысăк витĕм кỹнĕ. Р.Х.Тукаев тĕп бухгалтер колхозăн финанспа экономика ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. "Урожай" хуçалăх пĕлтĕр 23 миллион тенкĕлĕх продукци сутнă. 5 миллион ытла тенкĕ таса тупăш илнĕ. Ку кăтарту Шурут тăрăхĕнче пултаруллă ĕçченсем вăй хунине пĕлтерет. Çакна пула ĕç укçи фондне те пысăклатма май килнĕ. Пухура çавăн пекех хуçалăхăн диспетчерĕ Р.А.Алимов тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Çитĕнỹсем, лайăх кăтартусем пирки каланă май, çитменлĕх-сем çинче те чарăнса тăчĕç. Ушкăнпа, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен çеç çитĕнỹ тума, пысăк продукци илсе ĕç укçине лайăхлатма пулать. Колхоз правленийĕн ĕçне хуçалăхри ĕçченсем "вăтам" хак пачĕç. Ĕç хакра тăмасть. Хуçалăхри специалистсем те, ĕçченсем те производствăшăн тăрăшни паха. Паянхи кун вырăнти çынсем ĕçлемесĕр, никам та урăх çĕртен килсе пулăшса памасть. Хуçалăх пуянлăхĕ те, ĕçлекенсен ĕç укçи те мĕнле тăрăшнинчен, мĕн чухлĕ продукци илнинчен килет. Пухура çак шухăш тĕп шăнăр пулса тăчĕ. Пуху ĕçне район администраци пуçлăхĕн çумĕ Б.М.Каринкин хутшăнчĕ, районти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, сĕнỹсем пачĕ. Пухура председателе суйлас ыйту та пулчĕ. Ĕçлекенсем пĕр саслăн А.Н.Ершова хуçалăха ертсе пыма тата 5 çула шанчĕç. Çакă ăна хисепленине, ертỹçĕ ĕçне пĕлсе, паянхи кун ыйтăвне шута илсе вăй хунипе çыхăннă.