Ял пуçлăхĕсем вĕренеççĕ
Раççей Федерацийĕнче хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне йĕркелемелли саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлеме тата пурăнма пикенни иккĕмĕш çул çине кайрĕ. Çак тĕллевпе Пăла тăрăхĕнче Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пухăнчĕç. Кунта республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕ тата Президент Администрацийĕн организациллĕ ĕç управленийĕ пуçарнипе пĕрремĕш хут семинар ирттерчĕс. Кÿршĕсем малтан Шăнкăртам, Патăрьел тата Туçа ял тăрăхĕсенче пулса ĕçтешĕсен опычĕпе паллашрĕç, унтан ЧПУ филиалĕн залĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне туса пымалли çул-йĕрсене вĕренчĕç. Вĕсене республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕç тăвакан директорĕ В.Максимов, шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов, Ял хуçалăхĕ тата Спортпа туризм министерствисен яваплă ĕсченĕсем лекцисем вуласа пачĕç.
Юлашкинчен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тăватă командăна пайланса Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулăн спорт залĕнче волейболла выляса тупăшрĕç. Малти вырăна Патăрьелсем çĕнсе илчĕç. Çитес вĕренĕве Комсомольски районĕнче йĕркелеме палăртнă.