ПĔРЛЕ ПУХĂНСА АСА ИЛЧĔÇ
Кашни çулах февралĕн 15-мĕшĕнче воин-афганецсем пĕрле пухăнса совет çарĕсене Демократиллĕ Афган Республикинчен илсе тухнине чаплăн паллă тăваççĕ. Вунă çул Афганистан халăхне пулăшу парса пирĕн çĕршер салтакпа офицер пуçĕсене хучĕç. Комсомольски районĕнчен пиллĕкĕн, Чăваш Республикинчен 113 салтак цинк тупăкпа килне таврăнчĕ. Эпир вĕсене нихăçан та манмастпăр. Кăçал та, вăрçăра пуç хунисене асăнса, палăксем умне чĕрĕ чечексемпе гирляндăсем хутăмăр. Районти тĕп библиотекăра афганецсем тăлăха юлнă салтак арăмĕсемпе, амăшĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕç. Фольклор ансамблĕ концерт лартса пачĕ. Библиотека ĕçченĕсем тухса калаçрĕç. Хирти Явăш, Нĕркеç вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем юрлани-ташлани уйрăмах кăмăла кайрĕ. Комсомольски районĕнчи афганецсен совечĕн председателĕ В.Гаврилов афган вăрçи çинчен каласа пачĕ, районти совет ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çар ĕç комиссариачĕн представителĕ те тухса калаçрĕ. Афган вăрçинче выртса юлнă Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи салтаксен ашшĕ-амăшĕсене асăнмалăх парнесем парса чысларăмăр. Февралĕн 17-мĕшĕнче тĕп хулари мероприятисене хутшăнтăмăр. Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ В.Тукмакова асăнса хоккей турнирĕ иртрĕ. Унта афганецсемпе пĕрле ялти спортсменсем те хутшăнчĕç. Пире тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме спонсорла пулăшу панăшăн "Тав" организацине тав тăватпăр.