Комсомольский муниципальный округ

2007 ÇУЛТА - ПĔРРЕМĔШ ТĔСЛĔХ БИБЛИОТЕКА

Февралĕн 22-мĕшĕнче Асанкассинче савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ йышши моделлĕ библиотекăна хута ячĕç. Ку 2007 çулта пĕрремĕш тĕслĕх библиотеки пулчĕ. Вăл Асанкасси вăтам шку-лĕнче вырнаçнă. Кута таса та хăтлă, сĕтел-пуканĕ çĕнĕ. Чи малтанах уява пухăннă хăнасене район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков саламларĕ, тĕслĕх библиотекин свидетельствине пачĕ. Унта ЧР Президенчĕ Н.Федоров компьютер, принтер, сканер, компакт-дисксем, тĕрлĕ кĕнекесем тĕслĕх библиотекине парнеленине пĕлтерсе алă пуснă. Культура пайĕн начальникĕ В.С.Васильев, ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.В.Озеров, районти тĕп библиотекăн директорĕ М.В.Мокеева, шкул директорĕ Н.И.Чумаков тата ыттисем те тухса калаçрĕç, уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, малашне тата та тăрăшса ĕçлеме сунчĕç. Районти тĕп библиотекăн методисчĕ Е.Е.Савельева компьютер, наци, район библиотекин кĕнеке каталогĕпе, "Манăн пĕрремĕш библиотека", "ЧР Вĕрентỹ заведени-йĕсем", "Консультант-Плюс" базăсем тĕрлĕ информаципе пуяннине палăртрĕ. Компьютерпа ял историĕпе тĕплĕн паллашма май пур. Паллă, пултаруллă çынсем çинчен те пĕлме пулать. Культура çурчĕн ĕçченĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем те библиотекăпа туслă. Вĕсем те уяв ячĕпе саламласа сăвă, юрă шăрантарчĕç. Н.В.Козлова библиотекарь вара хăнасене, тĕслĕх библиотекине уçма пулăшакансене чĕререн тав турĕ. Çак кунах кунта пĕрремĕш вулакан та килчĕ. Вăл - Николай Никитич Арсентьев пенсионер. Кунта вулакансем йышлăн çỹреççĕ. Тĕслĕх библиотекине малашне тата та ытларах вулакан çỹрессе шанас килет. Илемлĕ пỹлĕмсем, çĕнĕ кĕнекесем кашнинех илĕртĕç. 



"Каçал Ен"
28 февраля 2007
00:00
Поделиться