Комсомольский муниципальный округ

Ĕç кодексне пăхăнмалла

Ĕç саккунне пăсакансемпе район прокуратури чылай ĕç пурнăçлать. РФ Ĕç кодексĕн 1 пайĕн 16 статйипе килĕшỹллĕн ĕç параканпа ĕçлекен килĕшỹ тăваççĕ. Ĕçе хушу çырса йышăнаççĕ. Апла пулин те тĕрĕслев йĕркеленĕ май, хăшĕ-пĕри саккуна пăхăнманнине палăртмалла. РФ Ĕç кодексĕн 72 статйин ыйтăвĕсене пăхăнмасăр ĕçлеççĕ. 2007 çулта район прокуратури ĕç паракансене хирĕç 83 протест хатĕрленĕ. 252 пин тенкĕ ĕç укçине вăхăтра тỹлеменнипе район прокуратури 72 заявлени пăхса тухма ыйтнă. Çав шутран 52 заявление (1889 пин тенкĕлĕх) тивĕçтернĕ, 20 заявление ĕç паракан хăйĕн ирĕкĕпе тỹлесе татма килĕшнĕ. Ĕç укçине вăхăтра илеймен ĕçченсем район прокуратурипе çыхăнма пултараççĕ.



"Каçал Ен"
30 мая 2007
00:00
Поделиться