АЧАСЕМ ТЕЛЕЙЛĔ ÇИТĔНЧЧĔР
Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ "Ача çулталăкĕ" тесе палăртнă. Çакă пулас ăру пирки шутланине, республикăри пепкесем çине пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет. Çĕршывра, çавăн пекех республикăра, районта çураласлăх чакса пырать. Çакна ăнланса ача çуратакан амăшĕсене хавхалантарма, пепкесене пăхса çитĕнтерсе пĕлỹ илме патшалăх пулăшать. Амăшĕн капиталне илме тивĕçлисене çакна ĕнентерекен документсем панă та. Нумай ачаллă çемьесене те пулăшсах тăраççĕ. Ачалăх... Чи ырă та паха вăхăт вăл. Вĕсемпе районта тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Çакă аталанма пулăшать. Çапла пулмалла та. Çамрăк ăру пĕчĕкрен мĕнле воспитани, пĕлỹ илнинчен, спорт, юрă-ташă енĕпе аталаннинчен çĕршывăн гражданĕсем мĕнле пуласси килет. Шкулсемпе ача сачĕсем çакăншăн тăрăшаççĕ те. Пирĕн районта хальхи вăхăтра 6200 ытла ача. Вĕсем хушшинче шкул çулне çитменнисем те, вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ илекенсем те пур. Шкул çулне çитмен ачасем валли вĕренỹ учрежденийĕсенче кĕске вăхăтлăх ушкăнсем йĕркеленĕ. Пур ялта та ача са-чĕсем çук. Çакă вара пĕчĕккисене вулама, çырма хăнăхма, шкулпа çывăхланма май парать. Шел, паянхи кун тулли мар çемьесем те пур-ха. Çавăн пекех хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене кирлĕ пек пăхса çитĕнтереймест, тĕрĕс воспитани параймасть. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун пур ачашăн та савăнăç кỹтĕр. Çак кун çеç мар, ỹсекен ăру хаваслă çитĕнтĕр, кирлĕ воспитани илтĕр, чăн-чăн çын пулса тăма вĕсен пĕтĕм услови пултăр.