АЧАСЕНЕ - КĔНЕКЕ
Ача-пăча библиотекинче вăй хуракансем ачасен тавракурăмне анлăлатас тĕлĕшпе чылай ĕçлеççĕ. Çавна май тĕрлĕ мероприятисем, акцисем йĕркелеççĕ. Çамрăк вулавçăна çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарса, вĕсене вулама сĕнетпĕр. Кĕнекесемсĕр пуçне ача-пăчасен уйрăмĕ 20 яхăн хаçат-журнал çырăнса илет. Çавăн пекех фондра 11 пин экземпляр кĕнеке пурри те пире савăнтарать. ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров 2007 çула "Ача çулталăкĕ" тесе палăртрĕ. Çавна май эпир те айккинче юлас темерĕмĕр. Апрелĕн 1-мĕшĕпе майăн 27-мĕшĕччен, "Кĕнеке парнеле" ятпа çурхи акци йĕркелерĕмĕр. Ача çулталăкне халалланă акцие пурте хастар хутшăнни кăмăла çĕклентерчĕ. Организаципе уйрăм çынсем те акцие хутшăнса кĕнеке парнелерĕç. Вĕсене пирĕн уйрăммăн асăнса хăварас килет. "Слава картофелю" агрофирма", "Агрокабель", "Агропромэнерго", "Энергосервис", "Мир" ОООсем, "Комсомольское" МСО ХАО, "НУР" ЯПК, библиотекăна пулăшса ачасем валли кĕнеке туянма счет çине укçа куçарчĕç. "Орион" суту-илỹ компанийĕ "DVD" плеер, "Виктория" сĕтел-пукан салонĕ (ертỹçи Д.Хромов) - пĕчĕк сĕтел, "Спорттовары" магазин (ертỹçи О.Воробьев) спорт инвентарĕ парнелерĕç. Р.Велимухаметовпа Р.В.Белкова видеокассетăсемпе савăнтарчĕç. Ю.Любимов, В.Краснова, Л.Ананьева, М.Камалюков предпринимательсем те магазин та акцие хутшăнса канцеляри таварĕсем парнелерĕç. Библиотека ĕçченĕсем, ачасем те вĕсене чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ. Вĕсем мĕн тери пысăк пулăшу кỹнине яланах асра тытаççĕ. Ачасене, аслисене те çывхарса килекен уявпа саламлатăп. Пирĕн тĕпренчĕксем яланах телейлĕ, сывлăхлă ỹсчĕр.