Арçын ачасем ытларах
Çулталăк пуçланнăранпа районта 124 ача çуралнă, май уйăхĕнче 31 ача çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ вара арçын ачасем. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пепкисене Никита, Евгений, Алексей, Дарья, Настя ят хураççĕ. Пĕлтĕр ку вăхăтра 103 ача çуралнă. Кăçал, "Ача çулталăкĕнче", пепкесен йышĕ самаях ỹснĕ. Тен ку, ашшĕ-амăшĕн капиталĕпе те çыхăннă. Патшалăх пулăшни çемьене савăнтарать, хавхалантарать. 124 ачаран 61-шĕ - çемьери пĕрремĕш ачасем, 44-шĕ - иккĕмĕш, 19-шĕ - виçĕ е тата ытларах. Мăшăрланакансем те районта йышлă. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 89 мăшăр çемье çавăрнă, май уйăхĕнче 7-ĕн мăшăрланнă. Пĕлтĕр ку вăхăтра 92 çĕнĕ çемье йĕркеленнĕ. Килĕштерсе пурăнайманнисем те пур. Çавна май кăçал 24 мăшăр уйрăлнă. Вилекенсен шучĕ пысăк пулни те пăшăрхантарать. Кăçал 169 çын çут тĕнчерен уйрăлнă.