Комсомольский муниципальный округ

ДЕПУТАТСЕН ПУХĂВĔ ИРТРĔ

Майăн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Е.И.Карпеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Кун йĕркине тĕп 5 ыйту кĕртнĕ. Малтанхи 3 ыйтупа, 2006 çулхи район бюджетне 2007 çулхи район бюджетне кăçалхи 4 уйăхра мĕнле пурнăçлани тата районти депутатсен иртнĕ çулхи хăшпĕр йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ И.Г.Васильева каласа, ăнлантарса пачĕ. Бюджет енĕпе кăçалхи çул кăтартăвĕсем япăхах мар. Район территори-йĕнче тупăш илесси ỹснĕ. Пĕчĕк предпринимательство аталанать, çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупма май парать. Ирина Геннадьевна хăйĕн доклачĕсенче нумай цифрăпа факт илсе кăтартрĕ. Депутатсем районта пурăнмалли çурт-йĕр, сывлăха сыхлас ĕç, вĕрентỹ тата агропромышленноçа аталантарас енĕпе йышăннă приоритетлă проектсем мĕнле пурнăçланса пыни çинчен калакан информацисемпе интересленсе паллашрĕç. Район администраци пуçлăхĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ Б.М.Каринкин "Пурне те тивĕçме пултаракан тата хăтлă çурт", "Çамрăк çемье", "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" тата ытти программăсем мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Ку енĕпе пурнăçланă, пулăшу панă ĕçсен калăпăшне асăнчĕ. Лайăх енсемпе пĕрлех ĕçлесе çитерейменнине те палăртрĕ. Вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Н.А.Максимов "Вĕрентỹ" наци приоритетлă программин пурнăçланăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе те районта чылай ĕç туса ирттернĕ. Шкулсенчи вĕрентĕве модернизацилес, çĕнĕ оборудованисемпе, технологипе усă курас енĕпе тăрăшнă. Ку ĕç малалла пырать. "Сывлăх" наци проекчĕ çинчен район больницин тĕп врачĕ М.И.Федорова сăмах илчĕ. Кунта ĕçсем япăх мар пыраççĕ. Маргарита Ивановна ку енĕпе малашне те тăрăшуллă ĕçлес тĕллевлĕ пулнине палăртрĕ. "Агропромышленноç аталанăвĕ" проекта пурнăçласа мĕнле ỹсĕмсем туни, чăрмавсене парăнтарни ял хуçалăх пайĕн начальникĕн Г.М.Киргизовăн сăмахĕнче палăрчĕ. "Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене çăмăл мар. Çапах та малаллах ăнтăлаçççĕ. Уйрăм çынсем те хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитсем илеççĕ. Пĕлтĕр те пулнă вĕсем, кăçал та сахал мар",- палăртрĕ Георгий Михайлович. Пуху ĕçне район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, районти депутатсен пухăвĕн председателĕ Е.И.Карпеев пĕтĕмлетрĕç.



"Каçал Ен"
02 июня 2007
00:00
Поделиться