Комсомольский муниципальный округ

Халăх уявра савăнчĕ

Урмаелĕнче пурăнакансем иртнĕ шăматкун ирех савăнăçлă кăмăлпа урама тухнă. "Сабантуй" ирттерекен яланхи вырăнта, яла Комсомольскинчен пырса кĕнĕ çĕрте уяв палли татах та ытларах палăрнă. Кунта хамăр районтан çеç мар, республикăри тĕрлĕ кĕтессенчен, Тутарстан Республикинчен те хăнасем килнĕ. Уяв художество пултарулăх коллективĕн тата спортсменсен шествийĕпе пуçланнă. Вĕсем ял варринчен Хăнтăрла юханшывĕ хĕрринелле çул тытнă. Урама тухса тăнă ват çынсем çак илемлĕхе курсан чăтса тăрайман, уява васканă. Сабантуя Коранри сурана вуласа Чăваш Енти мăсăльмансен Духовнăй управленийĕн председателĕ, Альбир-Хазрат Крганов муфтий тата Урмаел ялĕнчи Хамидулла-Хазрат Миназетдинов уçнă. Саламлă сăмахсемпе район пуçлăхĕ Г.Волков, Чăваш Республикинчи Пĕтĕм тутарсен обществăлла центрĕн председателĕ Фарит Гибатдинов тухса калаçнă. Ун хыççăн сцена çине районти художество пултарулăх коллективĕсем тата Хусантан килнĕ "Зелейла" вокаллă трио хăпарнă. Янăравлă сассисемпе халăха тыткăнланă. Уява килнисем Урмаелĕнчи "Мишар" халăх фольклорпа эстрада ансамбльне те ăшшăн кĕтсе илнĕ, алă çупса хавхалантарнă. Юрă-ташă тенĕрен, вĕсем кунĕпех халăх чун-чĕрине тыткăнланă. Спорт ăмăртăвĕсем те хĕрỹ иртнĕ. Вăйăсенче чи пултаруллисем çĕнтерме пултарнă. Сабантуя илем кỹрекенни мĕн авалтанах кĕрешỹ пулнă. Ку уявра та "Кереш" наци кĕрешĕвĕ çынсене хăй патне пуçтарнă. Кунта халăх кĕрешĕвĕн Федерацийĕн совечĕн членĕ, Чăваш Республикинчи "Татарча кереш" халăх кĕрешĕвĕн федерацин вице-президенчĕ Рашит Хамбиков чăн-чăн паттăр ятне çĕнсе илнĕ. Паян Канаш хулинче республикăри Сабантуй уявĕ иртет.



"Каçал Ен"
02 июня 2007
00:00
Поделиться