"Шурă хурăн" уяв иртнĕ
Асанкасси ял поселенийĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Спорт ăмăртăвĕсене те, культура программисене те вырăнти халăх хапăлласа хутшăнать. Хальхинче вара кунта "Шурă хурăн" уяв иртнĕ. Асанкасси культура çурчĕн залне хурăнлăхри пекех илемлетнĕ. Уява хутшăнакансем йышлăн пулнă. Программăна художество пултарулăх ертỹçи Елена Маштанова йĕркеленĕ. Нумай юрă-кĕвĕ янăранă çак каç. Сцена çине культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ансамблĕ те, "Çăлкуç" эстрада ушкăнĕ те тухнă. "Çăлкуçсем" хăйсен репертуарĕнчи кивĕ хитсемпе пĕрлех çĕннисемпе те куракансене хапăлласа паллаштарнă. Вăйăсемпе конкурссене залра ларакансем кăмăлласах хутшăннă. Ку уяв ваттисемшĕн те, çамрăксемшĕн те кичем пулман. Пурте хавасланнă, савăннă, хăйсен пултарулăхĕсене кăтартнă, тулли кăмăлпа килĕсене саланнă.