Комсомольский муниципальный округ

Хĕле мартăн 7-мĕшĕнче ăсатăпăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р. Афанасьев февралĕн 17-мĕшĕнче Хĕле ăсатасси пирки йышăну кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн, çак уява Комсомольски ялĕнче мартăн 7-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Пысăк мероприятие йĕркелесе пыма вунпĕр çынран тăракан йĕркелỹ комитечĕ туса хунă. Документра çак ĕçе предприятисемпе организацисене, учрежденисене, предпринимательсене хастар хутшăнма сĕннĕ.



"Каçал Ен"
18 февраля 2015
13:51
Поделиться
;