Комсомольский муниципальный округ

Медтĕрĕслевсĕрех

Малашне, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен, 1-мĕш классене шкула медтĕрĕслевсĕрех йышăнаççĕ. РФ Сывлăх сыхлав министерстви ачасене садике, шкула каяс умĕн медтĕрĕслев витĕр тухасран хăтарнă. Халĕ ашшĕ-амăшĕ шăпăрланпа больницăна каймасан та пултарать. Ара, унччен педиатр, уролог-андролог, акушер-гинеколог, невролог, хирург, стоматолог, офтальмолог, психиатр патне кĕмелле пулнă-çке-ха. Август уйăхĕнче больницăсенче черет вăрăмланнине, унта сехечĕ-сехечĕпе тăнине ашшĕ-амăшĕ лайăх пĕлет.

Ведомство шухăшĕпе, ашшĕ-амăшĕ ун чухне вăхăтне черетре нумай ирттерет. Шкулсенче, ача сачĕсенче вара вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче пурпĕрех медтĕрĕслев ирттереççĕ. Ачасен унччен диспансеризацие икĕ хут тухма тивнĕ. Анчах çак йышăнăва чылай тухтăр ырламасть. Вĕсем медтĕрĕслев чир-чĕре иртерех тупса палăртма пулăшнине калаççĕ.



"Каçал Ен"
18 февраля 2015
13:54
Поделиться
;