Комсомольский муниципальный округ

Паян - Пĕрлехи информаци кунĕ

Февралĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ пулать. Унта Чăваш Республики Пуçлăхĕн М.В. Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне сỹтсе явĕç. Çавăн пекех РФ Президенчĕн В.В. Путинăн 2015 çулта Литература çулталăкне ирттересси çинчен калакан Указне Чăваш Енре епле пурнăçласси тата пенси тытăмĕнчи улшăнусем пирки те сăмах хускатĕç.

Пирĕн района Информаци кунне ирттерме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.С. Краснов ертсе пыракан ушкăн килет. Ун йышĕнче - ЧР финанс министрĕн çумĕ В.Н. Иванов, "Слава картофелю" агрофирма" ТМЯО директорсен канашĕн председателĕ А.П. Капитонов, Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Т.И. Михайлова тата "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ В.В. Туркай.

Информушкăнсем Асанкасси, Кайнлăк, Комсомольски, Тукай тата Шурут ял тăрăхĕсене çитсе çынсемпе тĕл пулаççĕ. Район администрацийĕн çуртĕнче халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.



"Каçал Ен"
18 февраля 2015
13:51
Поделиться
;