Комсомольский муниципальный округ

"Лайăх", - хакланă Дмитрий Медведев

Февралĕн 17-мĕшĕнче пирĕн республикăра Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев пулчĕ. Вăл РФ Президенчĕ çумĕнчи экономикăна çĕнетес тата Раççейĕн инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн ларăвне ертсе пычĕ. РФ Правительствин пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, çĕршывра юлашки вăхăтра нано-технологисене аталантарассипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Дмитрий Анатольевич ăс-хакăл пурлăхне упрасси, ăна право тĕлĕшĕнчен хỹтĕлесси пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕпе хумаллине те палăртнă. Ку тĕллевпе Правительство тĕрлĕ йышăну тунă. Ларура РФ вĕренỹпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, 2014 çулта ăслăлăх тĕпчевĕсемпе опытлă конструктор ĕçĕсен шучĕ 10 пине çитнĕ.

Пĕлтĕр çĕршывра наукăпа техникăн 1675 патентне регистрациленĕ. Хăнасем Çĕнĕ Шупашкарти "Хĕвел" заводра пулса курнă. Çак компанин продукцийĕпе хĕвел электростанцийĕсем тунă чухне усă кураççĕ. Тулли мар яваплă обществăн проектпа пăхнă хăватпа тухакан продукцийĕ çулталăкра 800 пин хĕвел модулĕпе танлашать. 2015 çулăн иккĕмĕш çурринче çак проектпа килĕшỹллĕн ĕçлеме тытăнĕç. Компани 2020 çулччен пĕтĕмĕшле хăвачĕ 500 МВтпа танлашакан хĕвел электростанцийĕ хута ярасшăн. Завод ĕç-хĕлĕпе, продукципе паллашнă хыççăн Дмитрий Медведев çỹхе пленкăллă хĕвел модулĕсен промышленноç производствине старт панă.

Президиум ларăвĕ хыççăн РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Дмитрий Анатольевич Çĕнĕ Шупашкарти "Хĕвел" предприяти ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртнă, çĕнĕ технологисемпе хатĕрленĕ продукципе республикăра çеç мар, ытти регионта та анлă усă курасса шаннине пĕлтернĕ. Премьер-министра тав тунă хыççăн Михаил Игнатьев республикăри социаллă пурнăçпа, экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, ачасен шкулчченхи учрежденийĕсемпе çыхăннă ыйту тавра калаçнă.



"Каçал Ен"
21 февраля 2015
14:01
Поделиться
;