Комсомольский муниципальный округ

Хура тинĕс хĕрринче - паттăр хулара

Февралĕн 26-28-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крым Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Февралĕн 27-мĕшĕнче Севастополь хулин Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика хăвачĕн презентацийĕ иртнĕ.

Ăна уçнă май кĕпĕрнаттăрăн - Севастополь правительствин председателĕн заместителĕ Алексей Еремеев хула çыннисемшĕн Раççейĕн ытти субъекчĕн тĕревне туйни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă.

Михаил Игнатьев Севастополь çыннисене тăванла чăваш халăхĕн ячĕпе саламланă, чăваш делегацийĕшĕн Севастополе - вырăс çар мухтавĕн символ-хулине - килни пысăк чыс пулнине палăртнă. Михаил Васильевич пухăннисене республика аталанăвĕн çул-йĕрĕсемпе паллаштарнă, икĕ регионăн экономикăпа культура çыхăнăвĕсем çирĕпленсе-аталанса пырасса шаннине палăртнă. "Пирĕн тĕллев - çынсен пурнăç шайне çĕклесси, вĕсем ыранхи куна шанса пурăнччăр, çирĕп çемьесем чăмăртаччăр, килĕшỹпе юратура кĕтнĕ ачасем çуралччăр", - тенĕ вăл.



"Каçал Ен"
04 марта 2015
09:18
Поделиться
;