Комсомольский муниципальный округ

Хисеп туни паха

Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа кĕçех 70 çул çитет. Пысăк çухатупа килнĕ çак кун. Нумайăшĕ вăрçă хирĕнчен тăван ене таврăнайман. Шăпа киле илсе çитернĕ паттăрсем те кунсерен сахалланса пыраççĕ. Сăмахран, Асанкасси ялĕнче паянхи кун Аслă Отечественнăй вăрçă пĕр ветеранĕ çеç пурăнать. Вăл - Семен Павлович Павлов. Ватă çын ачасемпе хаваспах тĕл пулчĕ. Вăрçă çулĕсене аса илме çăмăл мар пулин те, çак хаяр вăхăта вăл вĕренекенсене каласа пачĕ.

- Вăрçă çулĕсем кашни çыншăн калама çук йывăр килчĕç. Çамрăклах алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç тăтăмăр. Апат çимесĕр пурăннă кунсем те пайтах пулнă. Пурте пĕрле кар тăрса тăшмана хирĕç тăни Çĕнтерĕве çывхартрĕ. Çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç пултăр. Çынсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнччăр, - терĕ вăл.

Шкул ачисем килсе курма кăмăл тунăшăн, пурнăç кун-çулĕпе кăсăкланнăшăн, историпе паллашнăшăн çав тери савăнчĕ ветеран.



"Каçал Ен"
07 марта 2015
09:31
Поделиться
;