Комсомольский муниципальный округ

Ытла та чипер эс, чăваш пики

Çапла хитре те илĕртỹллĕ районта пурăнакан пикесем. Вĕсем вĕренỹре те, ĕçре те маттур. Çакна тĕслĕхсемпе пĕрре кăна мар çирĕплетеççĕ хỹхĕм хĕрсем. Акă, март уйăхĕн 5-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ "Чăваш пики" конкурса районти чи маттур, харсăр, пултаруллă, анлă тавракурăмлă хĕрсем хутшăнчĕç. Хăйсем сцена çинче те çаврăнăçуллă пулнине кăтарса пачĕç.

"Чăваш пики" ята çĕнсе илессишĕн ултă пике тупăшрĕ: Диана Ятманова (Кĕтне Пасар ялĕ), Оксана Яковлева (Хирти Явăш), София Маркова (Аслă Çĕрпỹел), Мария Краснова (Киров), Валерия Кириллова (Нĕркеç), Александра Чернова (Комсомольски).

Хĕрсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç. Чи малтанах вĕсем хăйсемпе паллаштарчĕç, каласа паракан та, сăвăлакан та, юрлакан та пулчĕ. Пушă вăхăтра мĕнпе киленнине те пĕлес терĕç жюри членĕсем. Çавăнпа та хĕрсен алă ĕçĕсемпе паллашрĕç. Тĕрлĕ япала çыхма, çĕлеме ăста маттур хĕрсем. Вĕсем кофта, салфетка, минтер çыхнă, минтер пичĕсене те илемлетсе çĕленисем пулчĕç. Чăн-чăн маçтăрсем тейĕн, амăшĕсем хĕрĕсене пур алă ĕçне те хăнăхтарнă. К.В.Ивановăн поэминчи Нарспи пекех ĕçчен те маттур пулсассăн, çак поэмăри сыпăксене пĕлеççĕ-ши? Паллах. Хĕрсем пĕрин хыççăн пĕри поэмăри сыпăксене чуна витермелле шăрантарчĕç. Апат-çимĕç пĕçерме те вĕренсе çитнĕ вĕсем. Чăваш халăх апачĕ - хуплу тата тăварлă çупа икерчĕ пĕçернĕ пикесем.

Уяв ташă-юрăсăр мар паллах. "Островок" ташă ушкăнĕ, "Кубняночка" вокал ансамблĕн юрăçисем, Зарина, "Радуга" ача сачĕн воспитанникĕсем куракансене савăнăç парнелерĕç. Конкурсантсем те сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухрĕç: юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç.

Жюри членĕсене конкурса пĕтĕмлетме, çĕнтерỹçĕ пикене палăртма çăмăл пулмарĕ. Пурте пултаруллă, вăр-вар, пуçаруллă. Кĕтне Пасар ялĕнче çуралса ỹснĕ Диана Ятманова пуринчен те маттур пулчĕ, "Чăваш пики" ята тивĕçрĕ.



"Каçал Ен"
07 марта 2015
09:24
Поделиться
;