Комсомольский муниципальный округ

Сăлтавĕ мĕнре-ши?

Юлашки çулсенче хурт-хăмăрçăсем пыл хурчĕсем ним сăлтавсăрах вĕллерен тухса çухални пирки пăшăрханса калаçнине илтме пулать. Тĕнчери хурт-хăмăр ăстисем, утарçăсем çакăн пек пулăма 2006 çулта асăрхама пуçланă. Чылай утарçă утарсенчен 30 процентран пуçласа 90 процент таран хурт çемйисем çухалнине пĕлтернĕ. Сăмахран, пĕрин утарĕнчи 1200 хурт çемйинчен хĕл каçма тăхăр вĕлле анчах юлнă, ыттисем вĕллесене пăрахса хăварнă, çухалнă.

Сăнани, тĕпчени çакна кăтартса панă: хуртсем вĕллесенчен ытларах пыл юхтарнă хыççăн кĕркунне тухса каяççĕ е хĕл каçнă тапхăрта вилеççĕ. Чи тĕлĕнмелли акă мĕнре: пыл хурчĕсем тухса çухалнă вĕллесенче вилнисем пулман. Çак çемьесенче чĕпĕ тухман рамăсем пулнă, хуртсем валли хăварнă апата та тĕкĕнмен, çак апата (пыллă рамăсене) вăрă хуртсем те тапăнман. Хăш-пĕр вĕллесенче кăна вилнĕ хурт ами тата пĕр ывăçа яхăн ĕç хурчĕсем выртнă. Раççей ученăйĕсем утарсенчи çакăн пек лару-тăрăва "пыл хурчĕсен çемйисен коллапсĕ" (хурт çемйисем сăлтавсăр саланса кайни) тесе палăртнă.

Коллапсăн сăлтавĕ мĕнре-ха? Вилнĕ хуртсене тĕрĕслесе пăхнă хыççăн вĕсем варроатоз (авалхи Римăн паллă ученăйĕ Варрона ячĕпе (varroa destruktor)) пыйтипе чи пысăк шайра чирлĕ пулнине палăртнă. Чĕпĕ тухса пĕтмен рамăсене те тĕрĕсленĕ. Вĕсенче вара тĕрлĕ вирус тата кăмпаллă инфекци пурри паллă пулнă.

Пыл хурчĕсем вĕллерен инçете тухса вилнин тепĕр сăлтавĕ - Нозема цероне чирпе чирлени (вар-хырăм тулса ыратса тăни). Нозематозпа танлаштарсан, Нозема церане чирĕ чухне хуртсем чĕкĕрмеççĕ. Анчах та вăл хуртсен хырăмлăхне тĕпрен çĕмĕрет. Уйрăмах çак чир пыл пуçтаракан хуртсене пысăк йывăрлăха кĕртсе ỹкерет. Вĕсем пыл пуçтарма кайсан вĕллерен аякра вилеççĕ. Çакă вара хурт çемйи пĕтесси патнех илсе çитерет. Пыл хурчĕсен çемйисем коллапс патне çитсе тăннин сăлтавĕсене те специалистсем тупса палăртнă. Вĕсем:

- тĕрлĕрен хими препарачĕсемпе анлă усă курни, вĕсем карасра тата ытти хурт-хăмăр продукчĕсенче пуçтарăнса пыни;

- çанталăк условийĕсене пула хуртсем пуçтаракан апатра белок сахалланнипе вĕсен организмĕнче те белок шайĕ чакни;

- уй-хирте тĕрлĕ имçамсемпе (пестицидсемпе) усă курни;

- пыл пуçтармалли база начарланни. Çакă хурт çемйисенче нектар тата чечек тусанĕ сахалланасси патне илсе пырать тата ытти те. Акă, сăмахран, ученăйсем палăртнă тăрăх, юлашки çулсенчи шăрăх çанталăк хуртсен çемйисенче белоклă апат шайне чылай чакарнă. Хуртсем шăрăх тăнă тапхăрсенче çителĕклĕ таран апат пуçтараймаççĕ, уйрăмах чечек тусанне. Çакă вара чĕпĕ тухассипе тачă çыхăнса тăрать. Июль вĕçĕнче, август пуçламăшĕнче çуралнă хуртсем вăйсăр, хĕл каçма хатĕр мар, çавăнпа декабрь - январь уйăхĕсенче вилме те пултараççĕ, вилеççĕ те. Çак лару-тăруран хăтăлма хуртсене хушма апат пани те пулăшаймасть.

Специалистсем вăйсăр, начар çемьесене вăйлă çемьесемпе пĕрлештерме хушмаççĕ. Унсăр пуçне варроатоз чирне сăнаса, тĕрĕслесех тăмалла. Унпа кĕрешме Раççейре "Бипин", "Бипин-Т", "Биварол", "Апитак" препаратсем кăлараççĕ. Вĕсемпе шыв эмульсийĕ хатĕрлеме усă кураççĕ.

Унсăр пуçне "Амипол-Т", "Апидез", "Апифит", "Варроадез", "Варросан", "Ветфор", "Фумисан" препаратсем те пур. Эмелленĕ картон е йывăç пластикĕсене вĕлле ăшне вырнаçтарсан чылай вăхăт хушши эмел шăрши кăларса тăраççĕ.

Кунта "Полисан", "Тэда" препаратсене те асăнса хăвармалла. Вĕллере çунтармалли полоскăсемпе шнуроксем, урăхла каласан вĕллене тĕтĕмлемелли препаратсем хумалла.

Урăх çĕршывсенче кăларкан препаратсемпе е хуртсен чирĕсемпе кĕрешме усă курма пулать. Австринче "Варроа-стик-бивитол" препаратпа усă кураççĕ. Хуртсемшĕн хăрушă мар, хăйсемех пыйтăсене силлесе тăкаççĕ. "Варростоп" (Болгари), "Габон" (сехи) препаратсеме пур. "Габон" текеннине Европăра хурт-хăмăрçăсене ветеринари врачĕ ирĕк паракан хутпа кăна сутаççĕ. "Фиточай" (Серби) препарат çыншăн усăллă чей. Анчах та ăна çунтарсан вăл хурт пыйтисемшĕн хăватлă наркăмăш пулса тăрать.

Тата çакна каласа хăвармалла: хурт амине селекци ĕçне лайăхлатса пырассишĕн тăтăшах улăштарни аван. Çакă хурт çемйин продуктивлăхне тата хĕл каçаслăхне вăйлатма пулăшатех. Анчах та хурт çемйи тĕрлĕ чирсене хирĕç тăма та пултартăр. Кашни утарта, кашни хурт-хăмăр ăстин пыл хурчĕсен вăйлă çемйисем кăна пулччăр. Хуртсене варроатозран сиплессинче хими препарачĕсемпе анлă усă курассине пĕтерсе пыни те вырăнлă пулĕ. Хурт-хăмăр ăсти пыл хурчĕсен пурнăçне сыхлас тĕлĕшпе пысăк эффективлăхлă тата хăрушлăх кăларса тăратман мелсемпе - ăшăпа, зоотехника пулăшăвĕпе усă курма тăрăшмалла.



"Каçал Ен"
07 марта 2015
09:23
Поделиться
;