Комсомольский муниципальный округ

Ватăсене пулăшмаллах

Нĕркеç вăтам шкулĕн учителĕсем ачасене тĕрĕс воспитани, тарăн пĕлỹ парас енĕпе нумай тăрăшаççĕ. Шкулта тĕрлĕ акцисем, конкурссем иртеççĕ. Çак мероприятисенчен пĕр ача та айккинче юлмасть.

Кашни ялтах тимуровецсен команди ĕçлет. ачасем хăйсен ĕçĕсем пирки тăтăшах линейкăра каласа кăтартаççĕ. Хĕллехи вăхăтра вĕсене валли ĕç тупăнсах тăрать. Çак ĕçе пĕрремĕш класс ачисем те хутшăнаççĕ. Ахальтен каламан ватăсем: "Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси - ачаран". Çынна пулăшни ачасенче ырă кăмăллăх çуратать. Ырă ĕçпе савăнма, хĕпĕртеме вĕрентет.

Акă, пĕр кун ачасем шкулта нумай çул вăй хунă Л.И.Гладковăпа Лида аппа Котовăна хапха умĕсене юртан тасатса пачĕç. Ĕç вĕресе çеç тăчĕ. Кил хуçисем ачасем юра тасатса пĕтернине сиссе те юлаймарĕç.

1-мĕшсемпе 5-мĕшсем хăйсене А.П.Гайдар çырнă "Тимур и его команда" повеçри сăнарсем пекех туйрĕç. Малашне те ватăсене пулăшса тăма шантарчĕç.

Килте те ашшĕ-амăшĕсен ачисене ватăсене, вăйсăр çынсене пулăшма вĕрентмелле. Хамăр та ватăлассинее манса каймалла мар. Ырă ĕç туни çĕр çине ỹкмест. Ырă яланах ырăпа таврăнать.



"Каçал Ен"
07 марта 2015
09:38
Поделиться
;