Комсомольский муниципальный округ

Рейд ирттернĕ

Февралĕн 10-20-мĕшĕсенче районта "Условник" профилактика операцийĕ иртрĕ. Операци вăхăтĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн участковăйĕсем, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторсем, ĕç тăвакан уголовлă инспекци сотрудникĕсем тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Сăмахран, çак вăхăтра учетра тăракан çул çитмен çамрăксем пурăнакан вырăна çитнĕ, рейд ирттернĕ. Операци вăхăтĕнче çитменлĕхсене тупса палăртман. Çул çитмен çамрăксем йĕркене пăхăнаççĕ, саккуна пăсмаççĕ.

Тăтăшах рейдсем йĕркелени çамрăксем пушă вăхăта мĕнле ирттернине тĕрĕслеме май парать.



"Каçал Ен"
11 марта 2015
10:17
Поделиться
;