Комсомольский муниципальный округ

Тĕтĕм хакĕ

Республикăн Шалти ĕçсен министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх - 2014 çулта Чăваш Енре "табака хирĕç" саккуна пăснăшăн граждансене 167 пин тенкĕлĕх штрафланă.

"Граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕнчен хỹтĕлесси тата табак туртнин сиенĕ çинчен" калакан саккун нормисене пăснă тĕслĕхсемпе пĕлтĕр 588 адмпротокол çырнă. Çав шутра 8-шне - çул çитменнисене табак туртма явăçтарнăшăн, 555-шне - уйрăм территорисенче, 25-шне ача-пăчан вăйă площадкисенче табак туртма чарнине пăснăшăн хатĕрленĕ. Юраман çĕрте пирус мăкăрлантаракансене пĕтĕмпе 259 пин тенкĕлĕх штрафланă, çав шутран 167 пинне шыраса илнĕ.

2013 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ саккунпа килĕшỹллĕн вĕренỹ, культура, спорт учрежденийĕсенче, стадионсемпе ача-пăча площадкисенче, больницăсенче, патшалăх учрежденийĕсенче табак туртма юрамасть. Вокзалсемпе портсенче, аэропортсенче тата вĕсен çывăхĕнче пирус мăкăрлантарни те - саккуна пăсни.

Пĕлтĕрхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вара хăна çурчĕсенче, кафесемпе ресторансенче, суту-илỹ çурчĕсенче, инçе çул çỹрекен пуйăссенче, карапсем, чукун çул платформисем çинче туртма чаракан йĕрке те вăя кĕчĕ.



"Каçал Ен"
11 марта 2015
09:55
Поделиться
;