Комсомольский муниципальный округ

Тимлĕ пулăр

Автомашина рулĕ умне ỹсĕр ларакан водительсене тупса палăртас, çул çинче çỹрекенсен пурнăçне сыхлас тата вĕсене асăрхаттарас тĕллевпе районта тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Акă, мартăн 6-7-мĕшĕсенче "Ỹсĕр водитель" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Операци вăхăтĕнче пĕр ỹсĕр водителе тупса палăртнă, административлă ĕçе суда ярса панă.

Çавăн пекех март уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче районта "Пешеход. Пешеходный переход" рейд иртет. Çак вăхăтра автомашина водителĕсем йĕркене пăхăннине çеç мар, çуран çỹрекенсем çул урлă епле каçнине тĕрĕслеççĕ. Çавăнпа та асăрхануллă пулăр, тимлĕхе ан çухатăр, йĕркене пăхăнăр.



"Каçал Ен"
11 марта 2015
09:56
Поделиться
;