Комсомольский муниципальный округ

Асанкасси шăпчăкĕ

Асанкасси ялĕнче тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, ĕçчен те пултаруллă çын пурăнать. Вăл - Иван Владимирович Портнов. Çак кунсенче музыкант 65 çул тултарчĕ.

Иван Владимирович çак ялтах 1950 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă. Шкул сукмакне такăрлатнă хыççăн Шупашкара çул тытнă, 4-мĕш номерлĕ ГПТУра каменщик профессине алла илнĕ. 1966 çултанпа темле ĕçре те ĕçлесе курнă. Юлашкинчен ăна шăпа тăван яла илсе килет. 1976 çулта вăл хамăр районти "Восток" колхозра слесарь-наладчик пулса тăрăшать. Çав çулах кĕркунне ăна Асанкассинчи культура çурчĕн директорне лартаççĕ. Вăл çак ĕçре çанă тавăрса ĕçлеме пикенет, тĕрлĕрен кружоксем йĕркелет. "Çăлкуç" ансамбле йĕркелесе ярать. Культура çуртне пĕтĕм ял çỹрет тесен те йăнăш пулмасть. 2015 çулчченех тăрăшать Иван Владимирович юратнă ĕçĕнче.

Паллах, пурнăçра ăнланакан çынсем çумра пулни те пурăнма хăват парать, çĕнĕ ĕмĕтсем, шухăш-туйăмсем çуратать. Иван Владимировичăн пирĕштийĕ вара унăн мăшăрĕ - Галина Алексеевна пулса тăрать. Вĕсем икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Асли, Алик, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне пĕтернĕ, халĕ çемйипе Сургут хулинче пурăнать. Хĕрĕ Наташа та çав университетăн юридици факультетĕнче ăс пухнă, çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ.

Иван Владимировича мăшăрне Турă панă теес килет. Галина Алексеевна Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнче çуралса ỹснĕ. Канашри педагогика училищин музыка уйрăмне пĕтернĕ хыççăн ăна Асанкасси вăтам шкулне ĕçлеме янă. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех çак шкулта кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ. Шăпа 1976 çулта Иван Владимировичпа пĕрлештерет. Мăшăрсем иккĕшĕ те пĕр-пĕрне ĕçре пулăшса пынă.

Йăмăкĕ те, Нина Владимировна, пиччĕшĕ пекех пултаруллă çын. Вĕсем вăтăр ытла юрă хайланă. Сăввине çыракансем те, кĕвĕлекенннисем те хăйсемех - пĕртăван Портновсем.

Пултаруллă çыннăмăра хисеп хучĕсемпе те чылай хакланă. 1995 çулта Чăваш Республикин музыка пĕрлешĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, 2000 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ Культура ĕçченĕн ячĕсене панă.

Нумаях пулмасть юбилярпа курса калаçма тỹр килчĕ. Акă мĕн аса илет юрă ăсти: "Çăлкуç" ансамбле йĕркелесе янă чух пилĕк çын çеçчĕ. Йыш çулран çул ỹссе пычĕ. Мĕнле кăна тăрăхра пулмарăмăр-ши çак хушăра, шутласа пĕтерме те çук! Пур çĕрте те тăвăллăн алă çупса кĕтсе илетчĕç. Çакă вара ĕçлеме çунат хушатчĕ. Мăшăрăмпа ачасене те, пĕрле ĕçлекенсене те пысăк тав! Вĕсем мана ăнланса яланах пулăшса пынă".

Юрла, юрла, Асанкасси шăпчăкĕ!

О. КОПТАШКИНА, Т.САЛАЕВА, З.БУРМАКОВА.



"Каçал Ен"
14 марта 2015
12:13
Поделиться
;