Комсомольский муниципальный округ

Леонид Борисова асăнса

Çĕнĕ Мăрат хастар каччине Леонид Борисова 18-та çара илнĕ. Службăра вăл питĕ яваплă пулнă. Тусĕсене пĕрре те сутман, ентешсене, килти тăванĕсене манман. 1995 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче 7487 номерлĕ чаçĕн АГС-17 БОНА гранатометчикĕ Чечен сепаратисчĕсемпе виçĕ юлташĕпе танмар çапăçура тĕл пулнă... Хăюллă каччăн художник пулас ĕмĕчĕ пурнăçланайман, вăл Владикавказри госпитальте йывăр сурансене пула вилнĕ. 1995 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче Леонид Петрович Борисова Çĕнĕ Мăратри масарта пытарнă.

Кашни çулах Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче Чечен Республикинче пуçне хунă паттăра Леонид Борисова халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсем хушшинче - йăлана кĕнĕ волейбол ăмăртăвĕ. Нумай пулмасть ирттернĕ ăмăртăва "Заря" ЯХПКан, Тăманлă Выçли тĕп, Шурут, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсен, Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕн командисем хутшăннă. Леонидăн Çĕнĕ Шупашкарти юлташĕсем те пĕр команда пуçтарса килнĕ.

Вăйă пуçланиччен асăну хăмине уçнине халалласа линейка иртнĕ. Паттăра хисеплесе тата волейболистсене ăнăçу сунма тĕрлĕ организацисен представителĕсем те килнĕ. Мероприятие шкул директорĕ А.С. Борисов уçнă. Леонид Борисовăн амăшĕ Елена Тимофеевна юлташĕсемпе мероприяти организаторĕсене тав сăмахĕ каланă. Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.П.Андреева, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи призывниксемпе ĕçлекен уйрăмĕн начальникĕ В.В.Митюков, Борисовăн пĕрремĕш учителĕ С.С.Ларионова, кỹрши, налук инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Г.Н Филиппов, çывăх юлташĕсем А.Г.Васильев, С.В.Жестянкин Леонид Борисова ырă сăмахпа аса илсе унăн пурнăçĕ çинчен каласа панă. Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекен Ольга Макарова В.И.Кириллов Л.Борисова халалласа çырнă сăвва вуланă.

Малалла вара волейбол турнирĕ пуçланнă. Кашни ушкăнах хăйсен ăсталăхне, маçтăрлăхĕпе правурлăхне кăтартас тесе тăрăшнă. Чи маттурри, хисеплĕ пĕрремĕш вырăна йышăнаканĕ вара Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнчи "Кĕтне" команда пулнă, иккĕмĕш вырăна "Заря" ЯХПК хастарĕсем йышăннă. Виççĕмĕш вырăна Леонид Борисовăн юлташĕсен команди çĕнсе илнĕ.

Турнир вĕçленсен çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе, парнесемпе чысланă. Спортсменсем çитес çулсенче те тĕл пулма йышăннă.

Н.АРХИПОВА.



"Каçал Ен"
14 марта 2015
12:20
Поделиться
;