Комсомольский муниципальный округ

Палăртнисене тулли хăватпа ирттересчĕ

2015 çул - Раççейре Литература, Чăваш Енре - К.В.Иванов çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Çак ятпа республикăра, районта тĕрлĕ мероприятисем ирттерме ĕлкĕрчĕç те, ыттисене йĕркелемелли план паллă. Литература çулталăкĕнче, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ çул районта пурăнакансем кĕнекепе татах та ытларах туслашасса, вулакансен йышĕ ỹсессе шанас килет. Кĕнеке чи çывăх тус пултăр тесессĕн çакна мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе ỹстермелле, ачасене библиотекăна çỹреме хăнăхтармалла. Вĕсем вулавăшпа туслă-и, кĕнеке вулаççĕ-ши, конкурссемпе мероприятисене хутшăнаççĕ-ши? Тата ытти нумай ыйтăва уçăмлатас тесе районти тĕп библиотека директорĕпе Инна Ядровăпа тĕл пултăм.

- Инна Петровна, библиотека фондĕнче вулакансен кăмăлне тивĕçтерме кĕнеке çителĕклĕ-и, хаçат-журнал çырăнатăр-и?

- Тĕп библиотека фондĕнче пурĕ 233683 экземпляр кĕнеке. 2014 çулта фонд 3717 кĕнекепе пуянланнă. Çак йышри 478 экземплярне Мускаври тĕрлĕ кĕнеке издательствисем, 500 экземплярне район çыннисем "Библиотекăна кĕнеке парнеле" акцие хутшăнса парнеленĕ. Вулакансене валли вырăсла, чăвашла, тутарла кĕнекесем çителĕклех.Тĕрлĕ йышшши ача-пăча литератури те пур. Кĕнекесемсĕр пуçне тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илетпĕр. Паянхи куна библиотекăра 17700 вулакан. Шкул ачисем те, аслăрах çулхисем те, ваттисем те библиотекăпа туслă. Сăмахран, Ревокат Моисеев 93 çултан каçнă пулсассăн та тăтăшах кĕнеке вулать. Çĕнĕ кĕнекесемпе чи малтан вăл паллашать тесессĕн те йăнăш пулмĕ. Çемйипех вулакансем те пур. Аслисем кĕнекепе туслă пулсассăн, ачисем те çак çулран пăрăнмаççех.

- Вулакансене библиотекăра кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе паллашма сĕннипе пĕрлех тата мĕнпе пулăшма пултаратăр?

- Библиотека паян информаципе культура центрĕ шутланать. Апла пулсассăн вулакан периодика изданийĕсемпе паллашать, вулать, тĕрлĕ информацие пĕлет, культурăллă канать. Эпир тăтăшах презентацисем йĕркелетпĕр, тĕрлĕ темăна çутатакан буклетсем хатĕрлетпĕр, тематика, литература, уяв каçĕсем, тĕл пулусем, право сехечĕсем йĕркелетпĕр. Библиотекăра Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн консультаци пункчĕ ĕçлет. Унпа пĕрлех 10 библиотекăра нумай функциллĕ центр урлă патшалăх пулăшăвĕсене кỹрессине йĕркеленĕ. 2014 çулта 168 çын пулăшу ыйтса пынă. Вĕсене "Патшалăх пулăшăвĕсем" порталта регистрациленме, электрон мелпе тухтăр патне çырăнма пулăшнă.

- Инна Петровна, библиотека ĕçченĕсемпе вулакансем конкурссенче те хастар тенине пĕрре мар илтнĕ. Çĕнтерỹсем те пур-и?

- 2014 çулта "Литературăллă Чăваш Ен" конкурсра тỹрех икĕ номинацире - "Кĕнекен тĕп хули", "Вулавçă лидер" - çĕнтерме май килчĕ. Ĕç ушкăнĕ библиотека ĕçченĕсем çав тери пултаруллă пулнине палăртса хăварнине те илтме кăмăллă. Библиотекарьсем "21-мĕш ĕмĕр библиотеки" республикăри смотр-конкурса, "Пространство библио" Пĕтĕм Раççейри проектсен конкурсне те хутшăннă. Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн регионти уйрăмĕн дипломне тивĕçни те пысăк пĕлтерешлĕ. Ача-пăча библиотеки "Çул-йĕр правилисем - ачасен куçĕпе" республика конкурсĕнче çĕнтернине те палăртма кăмăллă. Конкурссемпе тĕрлĕ мероприятисенче ачасем те хастар. Пĕрле ĕçлесен çитĕнỹ тума çăмăлрах. Апла пулсассăн малашне те тăрăшса ĕçлесчĕ, хастарлăхпа палăрасчĕ.

- Литература çулталăкĕнче йĕркелемелли мероприятисене палăртнă-и?

- Паллах. Кăçал районти тата ялсенчи библиотекăсенче тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем, тĕл пулусем, акцисем ирттересшĕн. Акă, кăçал кăрлач - ака уйăхĕсенче 2013 çулта кун çути курнă 192 кĕнекене тишкерсе хак парса "Литературăллă Чăваш Ен" конкурса пĕтĕмлетеççĕ. Конкурса хутшăнакан кĕнекесен хушшинче ентешсен - Мария Каçалсен, Валерий Туркайăн, Геннадий Уткинăн, Куçма Турханăн - произведенийĕсем те пур. Паллă поэтăмăр К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халланă уяв майăн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртет. Эпир те унта хутшăнатпăрах. Унсăр пуçне билиотекăра та тематика каçĕ ирттерме палăртнă. Пур мероприятисене те, паллах, ачасене явăçтарасшăн. Вĕсен паллă çынсен кун-çулне, произведенийĕсене пĕлмеллех. Ман шутпа вара Константин Ивановăн вилĕмсĕр "Нарспи" поэмипе республикăра пурăнакан кашни çын, вĕренекен паллашмалла, ăна пăхмасăр пĕлмелле. Унпа пĕрлех районта пурăнакансем К.В.Иванов пултарулăхне халалланă илемлĕ произведенисен конкурсне те хутшăнасса шанас килет. Çĕнтерỹçĕсене премисемпе чыслаççĕ. Чăваш чĕлхи кунĕ те мероприятисемпе пуян пулĕ. Палăртнисене тулли хăватпа ирттересчĕ. Чи кирли вара - халăхăн вулав туртăмне ỹстересси, тăван литература хаклăхне упраса хăварасси.

А.ЕФРЕМОВА.



"Каçал Ен"
14 марта 2015
12:08
Поделиться
;