Комсомольский муниципальный округ

"Министр патне ыйту"

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова сывлăх сыхлавĕнчи тата халăха социаллă пулăшу паракан сферăри кăткăс ыйтусене уççăн сỹтсе явма республика çыннисене чĕнсе каланă.

Министр пуçарнипе ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин официаллă сайтĕнче "Министр патне ыйту" проекта хута янă. Кашниех хăйне хумхантаракан ыйтăва министра тỹррĕнех пама пултарать. Ыйтусене электронлă çырупа medicin62@cap.ru тата ведомствăн интерактивлă пỹлĕмне ярса пама пулать. Ыйтса çырнă текстра "Министра ыйту" ("Вопрос министру") тесе çырмалла.

Халăхран çăхавсем çеç мар, отрасльри ĕçсене лайăхлатас енĕпе вырăнлă сĕнỹсем те кĕтеççĕ. "Чи конструктивлă шухăшсене пурнăçа кĕртĕпĕр", - тет Алла Самойлова.

Хуравсене ыйтса çыракан электрон почти çине ярса парĕç тата министерствăн официаллă сайтĕнчи "Ыйтусем" ("Вопросы") уйрăмра пичетлĕç.



"Каçал Ен"
14 марта 2015
12:03
Поделиться
;