Комсомольский муниципальный округ

"Полици тата ачасем" акци

 Право йĕркине пăсакан çул çитмен ачасемпе профилактика мероприятийĕсем ирттерессине лайăхлатас тĕллевпе районти шалти ĕçсен пайĕпе профилактика органĕсем февралĕн 27-мĕшĕпе мартăн 27-мĕшĕччен "Полици тата ачасем" акцин пĕрремĕш тапхăрне йĕркелеççĕ. Çавна май иртнĕ кунсенче çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комисси опекăпа попечительство органĕн представителĕсемпе пĕрле Александровка ял поселенийĕнче пулнă. Унта пурăнакан, учетра тăракан çул çитмен ачасене тата ăнăçсăр çемьесене тĕрĕслес тĕллевпе рейд ирттернĕ. Вырăна çитсе ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă, районти вĕренỹ учрежденийĕсенче ултă профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.



"Каçал Ен"
14 марта 2015
12:05
Поделиться
;