Комсомольский муниципальный округ

Шкул саккинченех

Шкул программине çуран çỹрекенсен çул-йĕр правилисене вĕрентессине кĕртмелле, зачет тыттармалла. Çапла шухăшлать РФ общество палатин хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Антон Цветков. "Известия" хаçат çак çырăва РФ вĕренỹ министрĕ патне янине пĕлтерет.

Çул-йĕр правилисене вăтам шкулсенче ОБЖ урокĕсенче вĕрентме сĕнеççĕ. Зачет тытнине аттестата кĕрттересшĕн мар. ОБЖ урокĕсенче çул-йĕр правилин хăш-пĕр сыпăкне халĕ вĕрентеççĕ-ха, анчах çителĕксĕр тесе шухăшлаççĕ общество деятелĕсем. "Çул-йĕр правилине пăснăшăн çыннăн явап тытмалла. Правилăсене пăхăнма çирĕп ыйтиччен ăна çакна вĕрентмелле", - тенĕ Антон Цветков.



"Каçал Ен"
14 марта 2015
12:11
Поделиться
;