Комсомольский муниципальный округ

Уссипе пĕрле - сиенĕ

"Сывлăх - чи хаклă пуянлăх", тенĕ ĕлĕкренех. Чăн та, сывлăхсăр пурăнма çук. Çĕнĕ ĕмĕрĕн техники ачана мĕнлерех усă тата сиен кỹнине пĕлетпĕр-и эпир?

Килте компьютер пур тăк, ачасем шкула кайичченех унпа çăмăллăн ĕçлеççĕ. Шкулта та, уроксенче те усă кураççĕ. Интернетпа çыхăнаççĕ, компьютер урлă çĕнĕ япала нумай пĕлеççĕ. Шкулта уроксенче ăнлантарнă материала тупса тата анлăрах вулама пултараççĕ. Ку, паллах, питĕ лайăх. Анчах та чылайăшĕ компьютерпа вĕренес тĕллевпе çеç мар, урăхла усă курать. Сехечĕ-сехечĕпе ун умĕнчен хăпмасăр пăшалпа пемелли, çын вĕлермелли вăйăсем выляççĕ. Çакă ачан психикине пăсать. Унсăр пуçне куç вăйне чакарать, кĕлеткесене тĕрĕс мар аталантарать. Интернет ачасене пурнăç çине урăхла пăхтарать. Çакăн пек сиен кỹнине ашшĕ-амăшĕ пĕлет-ши? Шкул хыççăн ача-пăча киле таврăнать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн те хăйсен ачисен сывлăхне çирĕплетес тесе тĕрлĕ майпа тăрăшмалла. Ачасемпе калаçнă чухне физкультурăпа спорт çынна пур енчен те тĕреклĕ те тĕрĕс аталанма питĕ усăллине ялан аса илтермелле. Тăмпа, хăйăрпа, шывпа вылясан ачан алă, пỹрне хусканăвĕ лайăхланать. Ытти ачапа хутшăнса пĕрле вылянă чухне чĕлхе аталанать. Çавăнпа та пĕр компьютер та ачан ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе, тус-юлташĕпе хутшăннине, çыннăн чун пуянлăхне, юратăвне улăштарма пултараймасть.

Çакна асра тытмалла:

Компьютерпа ĕçлени пуçшăн сиенлĕ. Çавăнпа та:

- монитор çине тухакан çутăсене пĕтермелле;

- хỹтĕлев экранĕ пулмалла;

- куçа кашни 10 минутран 10 çеккунт та пулин экран çинчен илмелле. Пĕр сехет ĕçленĕ хыççăн 15-20 минут тăхтав пулмалла;

- ача куçне çулталăкне пĕр хутчен кая мар окулист патĕнче тĕрĕслеттермелле;

- компьютер экранĕпе çын хушшинче пĕр метр хушă пулмалла;

- компьютер ларакан пỹлĕме кашни кунах уçăлтармалла, унта ĕçленĕ хыççăн ачана уçă сывлăша илсе тухмалла. Çак правилăсене шкул вăхăтĕнче пурнăçлама тăрăшатпăр. Кил-йышра ачасене сывлăхлă та тĕрĕс пăхса ỹстерни обществăшăн кăна мар, кашни çыншăн питĕ кирлĕ ĕç.

С.АБУКИНА, физика тата информатика вĕрентекенĕ.

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ



"Каçал Ен"
14 марта 2015
12:16
Поделиться
;