Комсомольский муниципальный округ

Ир-ирех фермăна васкать

 Ял ĕçченĕсем ир-ирех ĕçе пуçăнаççĕ. Килти ĕçе пурнăçланипе кăна мар, ял хуçалăх производство кооперативне те ĕçе васкамалла-çке. "Рассвет" ЯХПК-ра тăрăшакансем ĕçе яланах вăр-вар пурнăçлама хăнăхнă. Çакна ỹсĕмсем çирĕплетеççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр Тукайсем 47 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ сутнă, кассăна 16 млн тенкĕ ытла таса тупăш кĕнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те сахал мар тупăш кỹрет. Уйрăмах ĕнесем сĕт аван антарни ал-ура çавăрма май парать.

Паянхи куна "Рассветра" 100 пуç ĕне тытаççĕ. Вĕсене Татьяна Вячеславовна Прокопьевăпа Наталья Михайловна Фролова дояркăсем сăваççĕ. Кашнине 50-шар пуç ĕне шанса панă. Пĕлтĕр вĕсем кашни ĕнерен вăтамран 6417 килограмм сĕт суса илнĕ. Татьянăн кăтартăвĕ - 6464 килограмм. Районти 6 пинлисен клубĕнче пĕрремĕш çул çеç мар вăл. Татьяна Прокопьевăна тăрăшуллă ĕçленĕшĕн мартăн 7-мĕшĕнче район администрацийĕнХисеп хучĕпе тата парнепе чысланă. Малашне те тăрăшуллă ĕçлеме, районта малта пыракансене хăваласа çитме, вĕсенчен тĕслĕх илме суннă.



"Каçал Ен"
18 марта 2015
16:39
Поделиться
;