Комсомольский муниципальный округ

Рейд иртет

 Мартăн 13-14-мĕшĕсенче районта "Пешеход. Пешеходный переход" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çак вăхăтра çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснă 14 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çуран çỹрекенсемпе водительсене йĕркене пăснăшăн административлă майпа айăпланă, штрафланă.

Паян, мартăн 18-мĕшĕнче, республикăра, районта "Дети. Детское удерживающее устройство" профилактика мероприятийĕ иртет. Çавна май автомашинăпа ачасене илсе çỹренине, ятарлă кресло пуррине тата çыхăнмалли хатĕрсемпе усă курнине тĕрĕслеççĕ. Çула тухрăн пулсассăн тимлĕ пул, хатĕрсемпе пĕлсе усă кур, инкекрен сыхлан.

А.КУРАКОВ,

ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ.



"Каçал Ен"
18 марта 2015
16:44
Поделиться
;