Комсомольский муниципальный округ

Асăрхануллă пулăр

Чăваш Республикинче, ытти регионсемпе танлаштарсан, çуртсене хутса ăшăтмалли каланккасенчен тухакан пушарсен шучĕ питĕ пысăк. 2015 çулта икĕ уйăх хушшинче 55 пушар тухнă, 1 çын вилнĕ тата 2-ĕн аманнă.

Февралĕн 23-мĕшĕнче Тукай ял тăрăхĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман пирки мунча çуннă.

Вут-çулăм пурăнмалли çуртсене, хуçалăх хуралтисене, ĕмĕрĕпе пуçтарнă пурлăха пĕр шелсĕр çунтарса ярать, çынсене сусăрлатать, пурнăçĕсене вăхăтсăр татать. Ытларах чухне пушар кăмакана тĕрĕс мар тунипе тата вăл ытлашши хĕрсе кайнипе, йĕркерен тухнипе алхасать. Çавăнпа та кăмака хăпартма специалиста чĕнмелле, кăмакана, мăрьене, çурăлнă вырăнсене курма çăмăлрах пултăр тесе, вăхăтра шуратса тăмалла.

Раççей Федерацийĕн Правительстви 2012 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕ тăрăх:

- пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса хăпартман кăмакапа усă курма;

- кăмака хутма ачасене шанма тата çуннă вăхăтра асăрхавсăр хăварма;

- чĕртнĕ чухне çунакан шĕвексемпе усă курма тата вĕсен савăчĕсене кăмака çывăхĕнче лартма;

- вентиляципе газ каналĕсене дымоход вырăнне усă курма;

- кăмакана вăйлă хĕртсе яма юрамасть.

Кăмакаран кăларнă вĕри кĕлпе шлак çине шыв сапмалла, вĕсене тăкма уйрăм вырăн пулмалла.

Пушар тухас пулсан çак номерсемпе шăнкăравламалла: "01", "101", "112".

С.ЮМАНОВ,

пушар надзорĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ.



"Каçал Ен"
21 марта 2015
10:04
Поделиться
;