Комсомольский муниципальный округ

Вăл - салтак, поэт, гражданин

Мартăн 18-мĕшĕнче "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕн курав залĕнче Петĕр Хусанкай кун-çулĕпе çыхăннă "Салтак. Поэт. Гражданин" сăн ỹкерчĕксемпе кĕнекесен выставки уçăлчĕ. Ăна Раççейре - Литература, Чăваш Енре - К.В. Иванов çулталăкне, Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă.

Куравпа чи малтанах "Хыпар" ИÇ генеральнăй директорĕ - тĕп редакторĕ Валерий Туркай, район администрацийĕн культура секторĕн пуçлăхĕ Василий Васильев тата шкулта вĕренекенсем паллашрĕç. Петĕр Хусанкайăн пурнăçĕ, пултарулăхĕ пирки Анат Тимĕрчкасси пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Наталья Филиппова каласа пачĕ. Тĕп шкул вĕренекенĕсем Ксения Земскова, Кристина Иванова, Катерина Никифорова, Елена Крылова, Сергей Порфенов, Никита Поляков, Константин Николаев "Нарспи" поэма тăрăх композици хатĕрленĕ. Яна Осипова К.В. Ивановăн "Тăван çĕршыв", Кристина Иванова "Сарă хĕр" поэма сыпăкĕсене каларĕç. Настя Коноплева, Дима Мартынов, Таня Медведева "Икĕ хĕр" инсценировкăпа паллаштарчĕç. Районти тĕп библиотека библиографĕ Антонина Волкова "Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке - 2013", "Эп - Петĕр Хусанкай, чăваш!" кĕнекесен выставкипе паллаштарчĕ.

Валерий Туркай чăваш халăхĕн паллă поэчĕсем Петĕр Хусанкайпа Çеçпĕл Мишши пирки аса илсе, хăй районта П.Хусанкайăн сăввине пăхмасăр вуласа 60-70 ача хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннине каласа пачĕ.

- Курав апрелĕн 26-мĕшĕччен ĕçлет. Çак вăхăтра курав залĕнче уроксем, тĕрлĕрен мероприятисем иртĕç. Пурне те килсе курма чĕнетпĕр, - пĕлтерчĕ музей директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Алина Полякова.



"Каçал Ен"
21 марта 2015
10:19
Поделиться
;