Комсомольский муниципальный округ

Чи кирли - куракана савăнтарни

 Паян культура ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Мĕнлерех вăй-хăватпа, ĕмĕт тĕллевпе кĕтсе илеççĕ-ха ăна вĕсем? Çак тата ытти нумай ыйтăва уçăмлатас тесе районти культура çурчĕн директорĕпе М.А.Илларионовăпа тĕл пултăм.

- Мария Алексеевна, Культура çулталăкĕнче районта та, республикăра та нумай мероприяти иртрĕ. Вĕсенче пирĕн культура ĕçченĕсем пĕрре кăна мар хастарлăхпа палăрчĕç. Кăçал та анлă мероприятисем иртеççех ĕнтĕ.

- Культура çулталăкĕнчен Литература тата К.В.Иванов çулталăкне куçрăмăр. Иртнĕ çул мероприятисемпе çав тери пуян пулчĕ. Районăн 75 çулхи юбилейне паллă тунипе пĕрлех, июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттертĕмĕр. Унта культура ĕçченĕсем, тĕрлĕ коллективсем хастар хутшăнчĕç. Уява пухăннисене концертсемпе савăнтартăмăр. Унпа пĕрлех вара районти халăх фольклор ансамблĕсем вырăнти куракансене çеç мар, республика тулашĕнче пурăнакансене те хăйсен юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕç. Сăмахран, "Каçал" халăх фольклор ансамблĕ (ертỹçи В.Павлов) Сочи хулинче иртнĕ "Пурте пĕрле эпир - Раççей" Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн фестивальне хутшăнни, чăваш халăх юрри-ташшипе паллаштарни - пысăк çитĕнỹсенчен пĕри. Çавăн пекех "Кубняночка" (ертỹçи А.Кокшина), "Мишар" (ертỹçи И.Хисамов) халăх вокал, "Шурăмпуç" халăх фольклор ансамблĕсем (ертỹçи Г.Степанова) республикăри тата унăн тулашĕнчи конкурссемпе фестивальсенче пĕрре кăна мар палăрнă. Вĕсем чăннипех те хăйсен ĕçĕнчи чăн-чăн ăстасем. Культура çурчĕ çумĕнче В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕ пурри, унта вырăнти артистсем кăмăлласах çỹреннине те палăртма кăмăллă. 2015 çулта литература уявĕсем çеç мар, тата ытти тĕрлĕ конкурссем, фестивальсем йĕркелеме палăртнă. Нумай мероприяти вара Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнипе тỹрремĕнех çыхăнĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ фестивальсем пуçланнă, малалла вăй илсе пырĕç. Майăн 9-мĕшĕнче йĕркелекен Çĕнтерỹ парачĕн программи пуян та тĕрлĕ енлĕ пулĕ, куракансем ăна тивĕçлипех хакласса шанас килет.

- Районти культура сферинче çĕнĕлĕхсем те пулнă, камсене пырса тиврĕç вĕсем?

- Иртнĕ çул пирĕн районта та, ытти çĕрти пекех, культура учрежденийĕн уставне йышăнса, централизациленĕ клуб системи туса хучĕç. Ялсенчи культура çурчĕсем малтан ял тăрăхĕсене пăхăнса тăнă пулсассăн, халĕ 39 подразделени районти культура çурчĕн тытăмне кĕрет. Эпир халĕ пурте - пĕр тытăмра. Культура сферинче 70 яхăн ĕçчен. Шел пулин те, вĕсен хушшинче çамрăксем сахал. 30 çула çитменнисем 4-ăн çеç, ыттисем пурте - аслă çулхи специалистсем. Çамрăксем çĕнĕ вăй-халпа ĕçе пикенсен тем пекехчĕ те.

- Паян сирĕн уяв, ĕçченсене мĕн суннă пулăттăр?

- Коллективра пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çынсем тăрăшаççĕ. Культура ĕçченĕ вăл - анлă тавракурăмлă çын. Унăн юрлама та, ташлама та, мероприятисене ертсе пыма та, çынсемпе калаçма та пĕлмелле. Чи кирли - куракансене савăнтарасси, çĕнĕ юрă-ташă парнелесси. Концертсемпе фестивальсенче тăвăллăн алă çупни артистсемшĕн - чи хакли. Пирĕн ĕçпе залра ларакансем кăмăллă пулччăр. Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр.

2014 çулта культура ĕçченĕсем 6571 мероприяти ирттернĕ, 2013 çулхинчен 120 мероприяти ытларах. Вĕсенчен 771-шĕ тỹлевлĕ мероприятисем пулнă. Уявсене ытларах ача-пăчапа çамрăксем валли йĕркеленĕ.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
25 марта 2015
08:36
Поделиться
;