Комсомольский муниципальный округ

Спартакиада пулать

Кăçал, май уйăхĕнче, Çĕрпỹ районĕнче пенсионерсен республикăри спартакиади иртмелле. Унта хутшăнакансем çуран чупса, винтовкăран персе, ишсе, шахматла, сĕтел çи теннисла выляса, эстафета чупса вăй виçĕç. Ăмăртăва 60 çултан иртнĕ арçынсем тата 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсем хутшăнаççĕ. Районти чи маттур спортсменсем çак спартакиадăна хутшăнма тивĕçеççĕ. Иртнĕ çулсенче йĕркеленĕ спартакиадăсене хутшăнса районта пурăнакан пенсионерсем тĕрлĕ ăмăртусенче палăрнă. 2013, 2014 çулсенчи спартакиадăсене кайса килме тата вырăнта ăмăртусем йĕркелеме спонсорла пулăшу кỹнĕ ентешсене те асăнса хăварас килет. Вĕсем: ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ А.Капитонов, "Тав" магазин директорĕ В.Васильев. Кăçал та малтисен йышĕнче пуласчĕ, район чысне çỹллĕ шайра тытасчĕ.

Çавна май асăннă спорт тĕсĕсемпе районта ăмăртусем йĕркелесессĕн тем пекехчĕ. Акă, мартăн 27-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСК-ра шахмат турнирĕ иртет. Вăл 9.30 сехетре пуçланать. Унта арçынсемпе хĕрарăмсем хастар хутшăнасса шанатпăр. Çулсене пăхмасăрах пурте спортпа туслашар, вăл сывлăха çирĕплетет.

В.ПУНДЯКОВ,

"Раççей пенсионерĕсен союзĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ.



"Каçал Ен"
25 марта 2015
08:29
Поделиться
;