Комсомольский муниципальный округ

Турнирта палăрнă

Иртнĕ эрнере Шăмăршăра ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Турнира республикăри тата унăн тулашĕнчи 6 команда хутшăнчĕ. Çав йышра Комсомольскисем те пултăмăр.

Спортсменсем тĕрлĕ категорисенче палăрчĕç, 1-3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Анат Тимĕрчкасси спортсменĕсем Карина Степановăпа Владимир Романов хăйсен виçисенче 1-мĕш вырăна тухрĕç. Стас Пыркин (Асанкасси) 42 килограмлă виçере 1-мĕш пулчĕ.

Константин Калашников 55 килограмлă виçере, Александр Яковлевпа Людмила Суюкова (пурте Асанкассисем) 56 килограмлисем хушшинче 2-мĕш вырăна алран вĕçертмерĕç. Виççĕмĕш вырăна тухассишĕн те хĕрỹ тупăшу пулчĕ. Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Рая Школьникова (46 кг), Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем Сергей Порфенов (58 кг), Ангелина Тимофеева (52 кг) турнирта 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Ăмăртăва çитсе килме спонсорла пулăшу кỹнĕшĕн "Молцентр" ООО директорне М.А.Хайртдинова чĕререн тав тăватпăр.



"Каçал Ен"
25 марта 2015
08:37
Поделиться
;