Комсомольский муниципальный округ

Диспансеризаци - профилактикăн тĕп мелĕ

Пĕтĕм Раççейри халăхăн диспансеризацине ирттермелли программа 2013 çулта пурнăçланма тытăнчĕ. 21 çул тултарнă çынсем тỹлевсĕр майпа медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухса хăйсен сывлăхĕ пирки пĕлме пултараççĕ. Граждансем хăйсен чирĕсем çинчен пĕлесшĕнех-и? Профилактикăн асамлă вăйĕ мĕнре тата çак тытăмра тĕп ĕçе мĕншĕн участокри терапевтăн пурнăçламалла? Çак тата ытти ыйтусем çине ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин медицина профилактики енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Елена НАУМОВА хуравлать.

- 2014 çулта республикăра диспансеризаци витĕр 200 пин ытла çын тухмаллаччĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем мĕнлерех?

- Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе диспансеризаци витĕр туллин 222141 çын тухрĕ, çакă планпа пăхса хунин 99 проценчĕ. 1767 çын пĕрремĕш тапхăр витĕр тухнă, анчах пĕтĕмĕшле çỹресе пĕтермен. Паллă ĕнтĕ, мĕнле те пулин чир палăрсан пациента хушма тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ.

Диспансеризаци вăхăтĕнче пĕлтĕр чир вăраха кайнă 30129 тĕслĕхе тупса палăртнă, 23509 тĕслĕхре çакăн пек чирсем пур тесе шутлаççĕ. Пĕрремĕш хут сиенлĕ шыçăсене 567 тĕслĕхре тупса палăртнă, 800 тĕслĕхре çакăн пек шыçă пур пулĕ тесе шутлаççĕ. 6207 çыннăн чĕрепе юн тымарĕсен патологийĕ палăрнă, çав шутра юн пусăмĕн гипертонийĕ - 3915 çыннăн; 400-шĕн - сахăр диабечĕ, 1012 çыннăн - куç чирĕсем, 837-шĕн - сывлав органĕсен чирĕсем, 3278 çынна хырăмлăх чирĕсем аптăратаççĕ.

Диспансеризаци витĕр тухнă 100 пин ытла гражданăнне вăраха кайнă чирсем аталанма пуçлас хăрушлăх факторĕсене тупса палăртнă, çав шутра: тĕрĕс мар апатланни - 74,4 процент, юнри холестерин шайĕ пысăк пулни - 37,1, юн пусăмĕ пысăк пулни - 31,1, ỹт-пĕве сахал хускатни - 25,5, ытлашши самăрланни -14,6, пирус туртни - 13, юнри сахăр шайĕ пысăк пулни - 7, алкоголь ытлашшипех ĕçни - 5,6 процент.

- Çынсем хăйсен чирĕсем пирки пĕлме хăрани е тăхтаса тăни час-часах тĕл пулать-и?

- Диспансеризаци витĕр тухма хатĕр çынсен шайĕ самай пысăк. Эпир анкетировани ирттертĕмĕр: чылайăшĕ, 80 процента яхăн, сывлăха тĕрĕслемеллех тесе шутлать. Çакăн пек шутлакансенчен ытларахăшĕ - 40 çула çитменнисем. Апла пулсан çамрăксем те хăйсен сывлăхне тимлĕх уйăраççĕ.

- Диспансеризаци витĕр ĕç вăхăтĕнчех тухаççĕ. Ĕç паракансем пурте çакна ăнланаççĕ-и?

- Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, ĕçпе тивĕçтерекенсен ĕçлекенсене медицина тĕрĕслевĕ тата диспансеризаци витĕр тухма майсем туса памалла. Ĕçлекенсем сывă пулни вĕсен ĕç тухăçлăхне ỹстернине шута илмелле. Сывă ĕçченсемпе тăкаксем те сахалтарах, çавăнпа чылай ертỹçĕ диспансеризацие хирĕç мар.

Пациентсене меллĕ пултăр тесе поликлиникăсем ĕç вăхăтне тăсаççĕ, хăш-пĕр медицина организацийĕсем шăматкунпа вырсарникун та ĕçлеççĕ.

- Кăçалхи диспансеризацин уйрăмлăхĕсем мĕнре?

- Пĕлтерĕшлĕ уйрăмлăхсенчен пĕри - диспансеризаци икĕ тапхăртан тăни. Пĕрремĕш тапхăр скрининг евĕр, вăл пуриншĕн те пĕрех. Унăн кăтартăвĕсемпе вара хăшĕсене иккĕмĕш тапхăра яраççĕ.

Тепĕр уйрăмлăх - чирсене кăна мар, вĕсем мĕншĕн пулма пултарнине те тупса палăртатпăр. Чирсем тупса палăртнă пациентсемпе уйрăммăн калаçатпăр, вĕсене малалла сăнаса тăратпăр.

Малтанхи пекех, диспансеризаци участок мелĕпе иртет. Кунта тĕп ĕçе участокри терапевт пурнăçлать. Пациент ун патне хăйĕн анализĕсемпе пырать, терапевт вара малтанхи пĕтĕмлетỹсене тăвать. Пирĕн тĕллев - чирсене асăрхаттарасси. Диспансеризаци вара уйрăм участокра чăн-чăн профилактика ирттерме пулăшать.

- Диспансеризаци вăхăтĕнче пур чире те тупса палăртма пулать-и?

- Диспансеризаци вăхăтĕнче тăвакан анализсем чылай чире тупса палăртма пулăшаççĕ. Пирĕн çĕршывра вилекенсен 75 проценчĕн уйрăмах мĕнле чирсем пулнă - сыввисене çав чирсенчен асăрхаттарасшăн. Вĕсен шутне вăраха каякан инфекциллĕ мар чирсем кĕреççĕ: чĕрепе юн тымарĕсен, онкологи, бронхсемпе ỹпке чирĕсем, сахăр диабечĕ тата хăшĕ-пĕрисем. Паллах, ытти чирсем те тĕл пулаççĕ. Анчах та асăннă чирсене чи малтан тупса палăртма тăрăшатпăр.

Çак чирсем чылай чухне çын мĕнле пурнăç тытса пынинчен килет. Эпир чире пула çитес 10 çулта вилме пултаракан çынсене тупса палăртасшăн - çиелтен пăхсан çакăн пек çынсем чирлĕ те мар пек. Анчах та аслисенчен 20 проценчĕ - 35 çултан пуçласа 60 çулччен - çавăн пеккисен шутне кĕрет.

Хăшĕсене ахаль информаци те çителĕклĕ. Теприсене пĕлтерĕшлĕрех сăлтавсем кирлĕ. Пациентсене тарăнрах консультаци паратпăр е "сывлăх шкулĕнче" вĕрентетпĕр. Тĕрĕссипе, çапла майпа çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентетпĕр. Çак та диспансеризацин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать. Енчен те эпир кашни пиллĕкмĕш çынна та пулин ăнлантарса пама, унăн пурнăçне тăсма пултарсан - çĕршывра вилекенсен шучĕ те чакĕччĕ.

- Халăхăн мĕнле ушкăнĕсен диспансеризаци витĕр тухмалла?

- Пур категорийĕн те: ĕçлекенсен, ĕçсĕррисен, вĕренекенсен. Пĕрремĕш диспансеризаци çын 21 çул тултарсан пулать. Ыттисем - кашни виçĕ çултан пурнăç тăршшĕпех. Енчен те сирĕн çул ỹсĕмĕ виççĕ çине пайланать-тăк - сирĕн диспансеризаци витĕр тухмалла.

- Яланхи ыйту: халăх диспансеризаци витĕр тухнăшăн кам тỹлет?

- Граждансене тĕрĕслемелли программа тỹлевсĕр, вăл обязательнăй медицина страхлавĕн программипе килĕшỹллĕн пурнăçланать. Çын миçе çултине кура тĕрĕслев тĕрлĕрен пулма пултарать, анчах та вĕсем пурте тỹлевсĕр. Çын диспансеризаци витĕр хăй пурăнакан çĕрти поликлиникăра тухма пултарать.

- Сывă тесе йышăннисем хушшинче чирлисем пур-и?

- Диспансеризаци кăтартăвĕсемпе сывлăхăн пĕрремĕш ушкăнне республикăра халăхăн 31,2 проценчĕ кĕрет, вĕсене сывă теме те пулать. Сывлăхăн иккĕмĕш ушкăнĕнче халăхăн 20 проценчĕ, вĕсен вăраха каякан чирсем аталанас хăрушлăх питĕ пысăк. Сывлăхăн виççĕмĕш ушкăнĕнче - 48,8 процент, вĕсене тухтăрсен сăнасах тăмалла тата сиплемелле.

- Диспансеризаци вăхăтĕнче уйрăм тимлĕх уйăрмалли граждансем пур-и?

- Участок тухтăрĕн хăйне уйăрса панă участокри кашни çынна уйрăм тимлĕх уйăрмалла. Тĕрĕслев хыççăн çынна сывлăхăн пĕрремĕш ушкăнне кĕртсен те профилактика тĕрĕслевĕсене ирттерсех тăмалла. Чире асăрхаттарни лайăхрах - çакна пурте пĕлетпĕр. Участок врачĕн çынсем ан чирлеччĕр тесе тăрăшмалла, çакă чирлĕ çынна сыватнинчен чылай çăмăлрах.

- Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви диспансеризацирен мĕн кĕтет?

- Чи малтанах - чирлекенсен тата чирсем пулма пултаракан факторсен шучĕ чакасса. Шала кайнă чирсене тупса палăртнă çынсем сахалланччăр тетпĕр. Чире пула вилекенсен тата инвалида тухакансен шучĕ чактăр. Сывлăхăн пĕрремĕш ушкăнне кĕрекенсен шучĕ ỹстĕр, иккĕмĕш тата виççĕмĕш ушкăнрисем вара сахалланччăр.

- Чăваш Енри профилактика медицинин аталанăвĕн малашнехи утăмĕсем мĕнлерех?

- Участок терапевчĕпе поликлиникăн ĕç тытăмне çĕнетсе улăштармалла. Вĕсен ĕç кунĕн 30-40 проценчĕ профилактикăпа тата диспансер сăнавĕпе çыхăнтăр. Диспансеризаци участок врачĕн тата малтанхи звенори тухтăрсен ĕçне тĕпрен тата нумайлăха улăштармалла. Кунта каялла чакмалла мар. Ырă улшăнусене темиçе çултанах туйса илĕпĕр. Мĕншĕн тесен хальхи медицинăн тата патшалăхăн социаллă политикин тĕп тĕллевĕ - çĕршывра пурăнакансен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатасси.



"Каçал Ен"
28 марта 2015
10:33
Поделиться
;