Комсомольский муниципальный округ

Диспансеризацин районти пĕтĕмлетĕвĕсем

2014 çулта район больницинче диспансеризаци витĕр 4384 çын тухмалла пулнă. Пĕлтĕр тĕрĕслев витĕр тухнă 4753 çынран 1406-шĕ сывлăхăн пĕрремĕш ушкăнне кĕнĕ, 1024-шĕ - иккĕмĕшĕнче, 2323-шĕ - виççĕмĕшĕнче. 2014 çулта диспансеризаци витĕр тухнă граждансенчен вăраха кайнă чирсем аталанма пуçлас хăрушлăх факторĕсене тупса палăртнă, çав шутра: тĕрĕс мар апатланни - 4730 çыннăн; юн пусăмĕ пысăк пулни - 2051 çыннăн; дислипидеми - 1093 çыннăн; ỹт-пĕве сахал хускатни - 698 çынăн; ытлашши самăрланни - 1074; пирус туртни - 679; алкоголь ытлашшипех ĕçни - 158; юнра сахăр шайĕ ỹсни - 244 çыннăн.

Диспансеризаци вăхăтĕнче вăраха кайнă чире пĕрремĕш хут тупса палăртнă тĕслĕхсем те пулнă. Вĕсен шутĕнче: эндокрин чирĕсем - 24, чĕрепе юн тымарĕ-сен патологийĕсем - 6, сиенлĕ шыçăсем - 13, хырăмлăхпа пыршăлăх тытăмĕн чирĕсем - 7, шăкпа арлăх органĕсен чирĕсем - 22, юн чирĕсем - 6. Чире палăртнă хыççăн 2614 çынна учета илнĕ. Вĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăраççĕ.



"Каçал Ен"
28 марта 2015
10:33
Поделиться
;