Комсомольский муниципальный округ

Капустник иртрĕ

 Культура ĕçченĕсен кунне пуçласа 2008 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче уявланă. Кăçал ăна районти культурăпа кану цент-рĕнче эрнекун паллă турĕç "Республика, Раççей шайĕсенчи конкурссенче эсир лауреатсемпе çĕнтерỹçĕсем пулни пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар", - терĕ район администрацийĕн культура секторĕн пуçлăхĕ В.С. Васильев уява уçнă май. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Г.М. Хайрутдинова, Е.П. Прокопьевăна ЧР Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствин, Е.В. Шуряшкинăна, М.А. Хасанова, Р.А. Серебровăна, Т.В. Волковăна, А.О. Поляковăна, А.И. Любимовăна район администрацийĕн пуçлăхĕн, И.Г. Албутовăна, Л.Н. Морозовăна, О.В. Лукияновăна, Г.Н. Шатова, В.В. Данилова, Е.Н. Степанова район администрацийĕн культура секторĕн хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Культура ĕçченĕсем "Канупа культура хули" сценка хатĕрленĕ. Уявра вĕсен шухăшĕсемпе фантазийĕсен вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ. Сцена çинче культура ĕçченĕсем хăйсен творчествăлла ĕçне тата та аталантарма шантарчĕç, тупа турĕç. "Николай Басковпа" "Монсеррат Кабалье" пулчĕç сцена çинче, юлашки вăхăтри çĕнĕ хыпарсене каласа пачĕç, юмах лартрĕç. Юлашкинчен вара Мария Илларинован çепĕç сассипе киленме май пулчĕ.

- Уяв ячĕпе сире, культура ĕçченĕсем! Ырлăх, кулă, юрату, лайăх кăмăл парнелени кашнишĕн паха. Сире çĕкленỹ, тĕлĕнмелле творчествăллă идейăсем сунатăп. Йĕри-таврари çынсене шанăç, ĕненỹ, савăнăç парнелĕр. Яланхи пекех, тĕрлĕ мероприятисем кашнин чунĕнче нумай вăхăта сыхланса юлччăр! - саламласа, концерта пĕтĕмлетсе каларĕ культура секторĕн пуçлăхĕ В.С.Васильев.

Эпир те культура ĕçченĕсене уявпа саламлатпăр. Пире малашне те лайăх кăмăлпа савăнтарасса шанатпăр.



"Каçал Ен"
28 марта 2015
10:27
Поделиться
;