Комсомольский муниципальный округ

Лару-тăрупа паллашрĕ

Мартăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Владимировна Самойлова районта пулчĕ.

Чи малтанах вăл районти депутатсен Пухăвĕн ларăвне хутшăнчĕ, тухса калаçрĕ. Паянхи кун ял çыннисене хумхантаракан çивĕч ыйтусене хускатрĕ министр. Диспансеризаци темине çутатса, çакă çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме май панине, шăпах тĕрĕслев вăхăтĕнче тĕрлĕ чире тупса палăртса сипленме май пуррине асăрхаттарса хăварчĕ. Алла Владимировна муниципалитетсен тата Чăваш Енре пурăнакан кашни çемьен "Сывлăх профилĕ" пулмаллине уйрăммăн асăнчĕ. Унпа килĕшỹллĕн, эпир пурте спортпа туслă пулмалла, сывлăха çирĕплетмелле тата ытти те. Ахальтен мар республикăра спорт çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусем йĕркеленипе пĕрлех уйăхра пĕрре Сывлăх кунĕ пулни те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Унта ватти те, вĕтти те хаваспах çỹрет.

Алла Владимировна социаллă хỹтлĕх пайĕн тата çынсене социаллă пулăшу паракан центрăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ, специалистсемпе, йышăнăва килнисемпе тĕл пулчĕ. Ираида Никитина, Татьяна Смирнова ертỹçĕсем вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕç. Социаллă пулăшăва тивĕçекен кашни çынна пулăшаççĕ кунти ĕçченсем. Кирлĕ документсене хатĕрлемеллине те тĕплĕн ăнлантарса параççĕ.

Район тĕп больницин пурнăçĕпе те кăсăкланчĕ Алла Самойлова, вырăна çитсе ĕçченсемпе тĕл пулчĕ. Больницăн тĕп врачĕ Валентина Озерова çак вăхăтра тунă тата пурнăçламалли ĕçсемпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, цифрăсене асăнчĕ.



"Каçал Ен"
28 марта 2015
10:15
Поделиться
;