Комсомольский муниципальный округ

Канашлу иртнĕ

Чăваш Республикинче Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине халалласа "Эстафета памяти поколений" акци иртрĕ. Çавна май кашни район астăвăм альбомне хатĕрленĕ. Çав шутра - пирĕн районти ветерансен совечĕ те. Нумаях пулмасть ветерансен совечĕн анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ю.С.Тимофеев председатель малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ, акци пирки те каласа хăварчĕ. Эстафетăна ветерансен пуçламăш организацийĕсемпе район администрацийĕ, ял поселенийĕ, социаллă хỹтлĕх пайĕ, халăха пулăшу паракан центр, социаллă страховани фончĕ, пенси фончĕ, сывлăх сыхлавĕн, культура учрежденийĕсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тата аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Канашлăва республикăри ветерансен совечĕн председателĕ А.Я. Пукки, президиум членĕсем Л.А. Скрынник, М.А. Лавин хутшăнчĕç. Районăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Е.И. Карпеевпа М.Р. Афанасьев хатĕрленĕ астăвăм альбомне ĕмĕрлĕхех упрама шăпах вĕсене шанса пачĕç. Евгений Иванович Аслă вăрçăн хаяр çулĕсене аса илсе унта пирĕн ентешсем те паттăрлăх кăтартнине, вĕсенчен чылайăшĕ тăван ене таврăнайманнине каласа хăварчĕ. "Пирĕн вĕсене ĕмĕрех асра тытмалла, çитĕнекен ăрăва каласа памалла", - терĕ вăл. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсене - Ревокат Прохорович Моисеева, Сергей Кириллович Совина - "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул" юбилей медалĕпе, Петр Васильевич Лапшина республикăри ветерансен совечĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç.

Пухăннисем район центрĕнчи Мухтав палăкĕ патне чечек кăшăлĕ хучĕç. "Çĕр тата çынсем" халăх музейне те çитсе курчĕç, унти экспонатсемпе, Г.Н.Захаровăн куравĕпе паллашрĕç. Районти тĕп библиоткăра вĕсене культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. В.Г. Боровкова "Надежда" клуб ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ, презентаци йĕркелерĕ. Клуб ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 25 çул çитнĕ, çак вăхăтра нумай мероприяти ирттернĕ, унта ветерансене те явăçтарнă.

Ветерансен юхăмĕн активисчĕсем Совет Союзĕн Геройĕ Г.Г. Габайдуллин çуралнă ялта - Тукай Мишерĕнче - пулса курчĕç. Вăтам шкулпа тата медресепе паллашрĕç, вĕрентекенсемпе, ачасемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем ялта пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, ватăсене яланах пулăшма тăрăшаççĕ, сума сăваççĕ. Республикăри ветерансен совечĕн председателĕ А.Я.Пукки Тукай Мишер вăтам шкулĕ республикăра лайăххисен йышĕнче пулнине, кунта чăннипех те ăста педагогсем ĕçленине, тăрăшуллă вĕренекенсем пуррине палăртрĕ. Аслă ăру çыннисене сума сăвасси, вĕсене пулăшасси - пирĕн тивĕç.

А.АНТОНОВА.



"Каçал Ен"
01 апреля 2015
09:38
Поделиться
;