Комсомольский муниципальный округ

Кашни ачан канăвĕ усăллă ирттĕр

Ачасен çуллахи канăвне усăллă йĕркелемелле. Çакă чи малтанах аслисенчен килет. Унччен вăхăт пур пулин те, республикăра ку ыйтăва татса парас енĕпе ĕçе тытăннă. Сăмахран, 2014 çулхипе танлаштарсан,Чăваш Енре ачасен канăвне тата та лайăхрах йĕркелесшĕн, унта ача-пăчана ытларах явăçтарасшăн.

Кăçал республикăри 95 пин ачана путевкăсемпе тивĕçтересшĕн, ку пĕлтĕрхинчен 1,8 процент ытларах. Вĕсенчен 48 пинĕшĕ - пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ шкул çулĕнчи ачасем. Вĕсене канма, сывлăхне çирĕплетме путевкăсемпе тỹлевсĕрех тивĕçтереççĕ е унăн хакĕн 5 процентне ашшĕ-амăшĕ саплаштарать. Унпа пĕрлех 16,1 пин çамрăка вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме те палăртнă. Кăçал çуллахи лагерьсемпе санаторисен путевка хакĕсене 5 процент чухлĕ ỹстернĕ, хакĕ - 12335 тенкĕ. Мартăн 21-мĕшĕнчен республикăра ачасен сывлăхне çирĕплетмелли çуллахи кампани старт илнĕ, ашшĕ-амăшĕ путевкăсем илме заявка пама пултарать. Кăçал асăннă заявкăсене пĕрлехи автоматизациленĕ тытăм урлă йышăнаççĕ, пăхса тухаççĕ. Вĕсене йышăнма çăмăлрах пултăр тесе кампание 3 тапхăрпа йĕркелеççĕ: мартăн 21-мĕшĕнчен йывăр лару-тăрура пурăнакансенчен йышăннă та, мартăн 28-мĕшĕнче - муниципаллă районсемпе пĕчĕк хуласенче вĕренекенсенчен, апрелĕн 4-мĕшĕнчен - Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухакансенчен.

Кăçал хăш-пĕр çуллахи кану лагерĕсене профиллĕ майпа йĕркелеççĕ. Унта ачасене валли тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çакă калама çук кăсăклă пулĕ. Çавăнпа та ачасем кану лагерĕсенче сывлăхне çирĕплетнипе пĕрлех, тĕрлĕ енлĕ аталанса, ăсталăхне ỹстерсе, канса килĕç.

Районти ачасен канăвне мĕнле йĕркелеме палăртнă, укçа-тенкĕ çителĕклĕ пăхса хунă-и тата ытти ыйтусене уçăмлатас тесе район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕпе Надежда Александровна Петровăпа тĕл пултăм.

- Кăçал ача-пăча канăвне 2014 çулхинчен те лайăхрах йĕркелесшĕн, районта лару-тăру мĕнлерех?

- Вĕренекенсен канăвне яланах çỹллĕ шайра йĕркелеме тăрăшнă. Çуллахи каникулта кăна мар, ытти каникул вăхăтĕнче те ачасем лагерьсемпе санаторисенче канаççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ. Сăмахран, хĕлле районти 31 ача "Чувашия-курортра" пулнă. Ачасен лагерьти канăвне йĕркелеме кăçал 1 млн та 119 пин те 800 тенкĕ пăхса хунă. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене, сахал тупăшлă çемьесенче пурăнакансене, нумай ачаллă çемьере çитĕнекенсене чи малтан путевкăсемпе тивĕçтереççĕ. Путевкăсем илмелли заявкăсен кампанийĕ старт илнĕ. Ыйтса пĕлме 5-13-05 телефонпа шăнкăравлăр. Унпа пĕрлех каникул вăхăтĕнче, июнь уйăхĕнче, шкул çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕсем те яланхи пекех ĕçлеççĕ. Унта кашни шкул ачиех çỹреме пултарать. Вĕсене валли кăçал 1500 пин ытла укçа-тенкĕ тăкаклама палăртнă. Нумай вĕренекен палаткăллă лагерьте сывлăхне çирĕплетĕ, тĕрлĕ вăйăсене хутшăнĕ. Сăмах çамрăк армеецсен "Зарница", "Орленок" çарпа спорт вăййисем тата 10-мĕш класс вĕренекенĕсен çар вăййи пирки пырать.

- Кану лагерĕсене путевка туянакан ашшĕ-амăшĕшĕн çăмăллăхсем пур-и?

- Чăваш Республикинче йышăннă пурăнмалли минимумăн кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ 150 процентран иртмесен лагере каякан ачасемшĕн путевка хакĕн 20 процентне тỹлемелле. Çемьере пурăнмалли минимумăн кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ 150 процентран ытларах е 200 процента çитмесен ку ушкăнри ашшĕ-амăшĕ путевка хакĕн 30 процентне тỹлет. Пурăнмалли минимумăн çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ 200 процентран иртсен ашшĕ-амăшĕн путевкăн 50 процентне тỹлемелле пулать. Кун пек чухне социаллă хỹтлĕх пайĕнчен справка илмелле мар. Нумай ачаллă çемьере çитĕнекенсене, тăлăх тата инвалид, ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă, йывăр шăпаллă ачасене путевкăсемпе тỹлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Ачасен канăвĕ, пушă вăхăчĕ усăллă ирттĕр тесе тăрăшатпăр, ашшĕ-амăшĕн вара заявка памалла, документсене хатĕрлемелле.

А.ЕФРЕМОВА.



"Каçал Ен"
01 апреля 2015
09:43
Поделиться
;