Комсомольский муниципальный округ

"Молцентр" сĕте пакетласа сутать

Районта сĕт-çу фермисем 22. Сĕт суса илесси кашни çулах ỹсет, предприятисем те аталансах пыраççĕ. Акă мартăн 30-мĕшĕнче Минсихат Амунибаевич Хайртдинов ертсе пыракан "Молцентр" предприятинче пакетпа пастеризациленĕ сĕт туса кăлакаракан цех уçăлчĕ. Унта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Самаркин, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, сĕт пуçтаракансем тата ытти хăнасем хутшăнчĕç. Илдус Миннетуллин кĕскен предприяти историне аса илчĕ, çитĕнỹсем çинче чарăнса тăчĕ. Малалла Минсихат Хайртдинов цехпа паллаштарчĕ. Цехĕ пысăках мар пулсан та кунта кашни кун 2-2,5 тонна сĕт тирпейлесе сутлăха яраççĕ. Хатĕр продукцин 50 проценчĕ Хусан хулине каять, çурри Чăваш Енре сутăнать. Нумай пулмасть вара Ульяновск облаçĕпе те килĕштерсе ĕçлеме калаçса татăлнă. Алексей Самаркин "Молцентр" директорне, коллектива ăнăçу, малашне аталанса пыма сунчĕ.

- Малашне кунне 9-10 тонна сĕт тирпейлесшĕн. Хăйма, турăх, ряженка, тăпăрч, çу тăвасси те пур планра. Акă, çитес вăхăтра "Покупай чувашское" акци иртет, унта та хутшăнасшăн, - терĕ Минсихат Амунибаевич ĕç-хĕлпе паллаштарса.

Малалла район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче сĕт пахалăхне ỹстерессине, унăн хакĕ пирки тата çуркуннехи ака ĕçĕсене ирттерессине сỹтсе яврĕç. Унта ял поселени-йĕсен пуçлăхĕсем, ветеринари службин специалисчĕсем тата сĕт пуçтаракансем пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Самаркин та канашлăва хутшăнчĕç.

Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен патшалăх ветеринари службин начальникĕ Рустем Велимухаметов сĕт пуçтарнă чухне ветеринари тата санитари хушăвĕсене пурнăçламалли çинчен каларĕ, документсене кирлĕ пек хатĕрлемеллине асăрхаттарчĕ.

Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Алексей Самаркин, "Урожай" ЯХПК председателĕ Алексей Ершов тата Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн директорĕ Вадим Агамирян тухса калаçрĕç. А.Н.Ершов халăхран сĕт пуçтарнă чухне пахалăха кашнинчех тĕрĕслемеллине каларĕ. В.С.Агамирян вĕсем хатĕрлекен продукци пахалăхĕ тỹрремĕнех сĕт пахалăхĕнчен килнине асăнчĕ, мĕншĕн тесессĕн хăш-пĕр чухне сĕтри çу шайĕ çав тери пĕчĕкки тĕл пулать. Кунта вара пĕр-пĕрне хисеплесе ĕçлени çав тери пĕл-терĕшлĕ.

Алексей Самаркин пухăннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, республикăра сĕт тирпейлекен ытти предприятисен ĕçĕпе паллаштарчĕ, тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ.

Специалистсем çур аки ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç. 2015 çулта республикăра акăнакан лаптăк 565 пин гектар пулĕ, ку 2014 çулхинчен 5,6 пин гектар нумайрах. Унта тĕштырă 49,7 процент, çĕр улми - 6,4 процент, пахча-çимĕç - 0,8 процент, пĕр тата нумай çул ỹсекен курăксем 41 процент йышăнĕç. Республикăра та, районта та уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама пикеннĕ. Республикăна пурĕ 6,8 пин тонна минераллă удобрени илсе килнĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12025 гектар çине акмалла. Ăна валли 2759 тонна вăрлăх кирлĕ. Çĕрулми 1500 гектар йышăнĕ. Паянхи куна хуçалăхсем акана валли минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлес тесе тăрăшаççĕ.

- Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра вĕçлесчĕ, - терĕ пĕтĕмлетсе Илдус Миннетуллин.

Н.АРХИПОВА.



"Каçал Ен"
01 апреля 2015
09:29
Поделиться
;